Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹкĕнмелле ан пултăр

16 августа 2008 г.

Вырма хĕрсе пырать. Уй-хирти пуянлăха алла илес енĕпе пĕтĕм техника ĕçлет. Çак вăхăтра "Трактор" операци те пырать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче чылай кăлтăксене асăрхатăн. Акă, "Нива" хуçалăхра уй-хирте 2 комбайн тыр-пула пухса кĕртессипе ĕçлет. Кунта нумай çул хире тухман "Е-517" комбайна хатĕрлесе çитернĕ. Анчах ун çинче вут-çулăм сỹнтермелли хатĕрсем пачах çук. Пĕтĕм вăй-хала хурса çĕнетнĕ комбайна пăхмаллах пулĕ. Инкек вăл куçа курăнса килмест. "Колос" хуçалăхра та комбайнсене огнетушительсемпе туллин тивĕçтермен. Тĕмерсем те комбайнсем çине техника хăрушсăрлăхне тивĕçтермен, пушар сỹнтермелли хатĕрсене туллин вырнаçтарман. "Марс" хуçалăх юлашки вăхăтра çĕнĕ техника сахал мар туянать. Шел, нумаях пулмасть çеç туяннă "Енисей" йышши комбайн çинче пушар сỹнтермелли хатĕрсем пачах çук. Пулнă вĕсем, анчах та маларах ĕçе пуçăннă "КСК-100" агрегат çине панă. Тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайн çинчен каярах "манса кайнă". Çакăн пек тĕслĕх "Победа" хуçалăхра та тĕл пулчĕ. Техника туянма укçа-тенкĕ енчен йывăр пулнине, ăна сыхласа хăварассине шута илсе кашни техника çинче вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем кирлине механизаторсемпе специалистсем ăнланмаллах. Техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнни те палăрсах каймасть. Акă, "Родник", "Кушкă" хуçалăхсенче комбайнерсене пулăшакансем кабина çинче ларса çỹреççĕ. Инкек патне пĕр утăм çеç пулнине ăнланмаççĕ-ши? Тĕрĕслев ытти çитменлĕхсене те тупса палăртма май пачĕ. Чылай çĕрте агрегатсен çаврăнакан пайĕсене ятарлă хатĕрсемпе хупламан. Механизаторсем удостоверенисене, талон-допусксене килте "манса хăвараççĕ". Вĕсем вара яланах çумра пулмалла. Шел, кадрсем çитменнине пула хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна ĕçлеттерме ятарлă пĕлỹ, удостоверени илмен çынсене те явăçтараççĕ. Ертỹçĕсемпе специалистсем йĕркене пăснине туймаççĕ-ши? "Трактор" операци малалла тăсăлать. Комисси кашни хуçалăха çитĕ. Техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсакансене каçару пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика