16 августа 2008 г.
Райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче влаçпа бизнес представителĕсем пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кунне пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăва райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л.Дмитриева уçрĕ. Вăл районта çур çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тата пулăшас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра предпринимательлĕх экономикăн приоритетлă секторĕн шутне кĕрсе обществăри социаллă тата политикăллă çирĕплĕхне ỹстерчĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх мĕнпур йышши бюджета, çав шутран, район бюджетне те налук кĕрессине, ял çыннисем валли ĕç вырăнĕ тупассине, продукци кăларассине е çăмăллăхсем парассине ỹстерме пулăшать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 91 пĕчĕк предприяти тата 623 уйрăм предприниматель пулнине шута илнĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра 1789 çын ĕçлет, вăл шутран 1166 çын пĕчĕк предприятисенче. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, пĕчĕк бизнесăн хисепĕ 2,3 хут ỹсрĕ. Апла пулсан ял çынни валли ĕç вырăнĕ те тупăннă. Районта предпринимательсем ытларах суту-илỹ, обществăлла апатлану ĕçĕсемпе тимлеççĕ. Промышленность, ял хуçалăх, строительство ĕçĕсемпе кăсăкланакан бизнесменсем сахалрах. Çавăн пекех ял çыннисене çăмăллăхсем паракан отрасльсем кирлĕ пек аталанаймаççĕ районта. Пĕр тĕслĕх кăна илес килет. Район центрĕнче çỹç кастарасси те çивĕч тăрать-çке. Туй-çăнăхтана каймалла, е паллă кун ячĕпе хăвна хула майри пек туяс тетĕн _ парикмахерсем çитмеççĕ. (23 пин халăх валли район центрĕнче 3 парикмахер çеç). Педикюр-маникюр салонĕсем вара пачах çук. Мĕншĕн çак енĕпе пуçарусем тумаççĕ-ши бизнесменсем? Халăх та çỹрĕччĕ вĕсене. Район центрĕнче кирлех вĕсем. Çакăн пирки халăхшăн усăллă ĕç тăвас текен предпринимательсен шухăшласа пăхмаллах. Е тата район центрĕнче тус-юлташпа ăшшăн калаçса лармалли кафе-барсем çукки шухăша ярать. Хăнасемпе тĕл пулмалли савăк вырăн "Радуга" кафе пурччĕ-ха. Вăл та хупăнчĕ. Нумаях пулмасть "Кристалл" суту-илỹ центрĕнче кафе уçăлчĕ. Питĕ лайăх-çке, питĕ кирлĕ-çке тĕл пулу йĕркелемелли, канмалли вырăнсем. Туйсем ирттермелли вырăнсем пур-ха _ "Ылтăн пучах", "Пельменная", "Тайпике" кафесем. Пĕчĕк ушкăнпа, е иккĕн-виççĕн ларса тутлă апатланса, калаçса лармалли барсем ытларах пулсан питĕ аван. Кун пирки те шухăшламалăх пур предпринимательсен. Кăçалхи çур çул хушшинче пĕчĕк тата вăтам предприятисем хăйсен вăйĕпе 99,8 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, вĕсем район бюджетне 5,147 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă. Калама кăна! Уйрăмах "Промсервис" НПО ЗАО, "Яльчикская" ДПМК, "Яльчикское РТП" ООО, ""Яльчикский сыр" ООО хăйсем туса кăларакан продукцие палăрмаллах ỹстерчĕç. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсем вăтамран 5112 тенкĕ ĕç укçи илеççĕ. Паянхи саманара çак шалу пысăках та мар, çапах та ĕçсĕр килте ларни мар. Çур çулта предпринимательсем хăйсен вăйĕпе 5 лавкка уçнă, 38 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас текенсене пулăшу аллине тăсса 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче районти Депутатсен пухăвĕнче 2007-2010 çулсенче Елчĕк районĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас тата пулăшас тĕлĕшпе муниципаллă тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Ăна районта пĕчĕк тата вăтам предприятисене ĕçлеме условисем туса парас, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес тесе йышăннă. Çак программăпа кăçал район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ республикăри конкурса хутшăнчĕ. 170 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Çак пайрах "Пĕчĕк бизнес" сайт уçнă. Унта кĕрсе предпринимательсем бизнесри çĕнĕлĕхсемпе паллашма пултараççĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предприятисем уçăлни лайăх пулăм пулни каламасăрах паллă. Суту-илỹ павильонĕ уйрăм предпринимателĕн е пĕчĕк предприятин _ халăха хăйĕн патне йыхăрас тĕллевпе территорие тирпейлĕ те илемлĕ тытать, урама çутатас пирки те тăрăшать. Калăпăр, илемлĕ чечексем ỹсекен павильон умĕнчен камах унта кĕмесĕр иртсе кайĕ? Çав вăхăтрах пĕчĕк бизнес субъекчĕсем районти общество пурнăçĕнчен те аякка пăрăнмаççĕ, сывлăха сыхлас, вĕрентỹ ĕçĕсенче спонсор пулăшăвĕсем параççĕ, спорт мероприятийĕсем ирттернĕ çĕре те хутшăнаççĕ. Çапах та вак предпринимательлĕхе аталантарнă çĕрте çивĕч ыйтусем нумай-ха. Калăпăр, ял çынни пурнăçа саплаштарса пырас тĕллевпе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай тытать. Ăна сутса укçа-тенкĕ тăвасшăн талпăнать вăл, анчах кĕр кунĕсем хыçа юлсан та сысна-вăкăр аш-какайне никама сутаймасть. Ирĕксĕрех кỹршĕллĕ тутарсене парса яма тивет. Ара, районта выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен предприятисем те çук-çке. Е тата алли маçтăр çынсем хăйсен ăсталанă промыслисене ниçта вырнаçтараймаççĕ. Юрать-ха Елчĕк пасарĕ пуррине пĕлтереççĕ ылтăн алăллă ăстасем. Çак енĕпе ĕçе йĕркелекенсене район администрацийĕ те пулăшма шантарать. Предпринимательсен кунне Чăваш Республикин суту-илỹ тата экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ А.Быченков, "Бизнес технологийĕн шкулĕ" АНО менеджерĕ Е.Сульдина, "Вак бизнесăн лизинг компанийĕ" ОАО менеджерĕ И.Моисеев, Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн, налук службин представителĕсем хутшăнчĕç, предпринимательлĕхе аталантармалли çĕнĕ çул-йĕрсене палăртрĕç. "2008 çулта эпир патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисене _ ĕçлеме тытăнакан вак предпринимательлĕх субъектне хăйĕн бизнесне йĕркелеме грантсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсене вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли тата аталантармалли программисене пурнăçлама субсидисем уйăрса парса, çавăн пекех вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен выставкисемпе ярмăрккасене хутшăннипе, экспорт тĕллевлĕ продукцине сертификациленипе çыхăннă тăкакĕн пĕр пайне саплаштарса _ сĕнетпĕр", _ тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Канашне янă "Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр" Çырăвĕнче. Çакна тĕпе хурса тĕл пулура кредитсем илесси, бизнес-плансем йĕркелесси пирки чылайччен пычĕ калаçу. Влаçра ларакансем ялти бизнесменсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕшĕн пухăннисем кăмăллă пулчĕç, канăçсăрлантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç вĕсем.