16 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5082 гектар вырнă, 4481 гектарне, пурĕ 13891 тонна çапса тĕшĕленĕ. Районĕпе 1 гектартан тухакан вăтам тухăç _ 32 центнер. Чи пысăк тухăç "Клевер" ОООра _ 40 центнер, "Прогресс" ЗАОра _ 37 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 37 центнер, "Свобода" ЯХПКра _ 36 центнер. 2320 гектар çинче улăм пухнă. Пурĕ 1066 гектар ("Клевер" ООО _ 260 гектар, "Комбайн" ЯХПК _ 136 гектар, "Прогресс" ЗАО _ 135 гектар) кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кĕр тыррисене акма 3184 гектар (49 процент) çĕр хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе патшалăха 241 тонна тырă сутнă.