Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни самант шутра

16 августа 2008 г.

Кашни самант шутра "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Малтан, чăнах та, темиçе кун тăтăш çунă çумăр уй-хирти ĕççи хăвăртлăхне сисĕнмеллех чакарчĕ. Ун вырăнне халĕ çанталăк уяр, шăрăх тăрать. Çак самантпа тухăçлă усă курса юлассишĕн тимлеççĕ те ĕнтĕ çĕр ĕçченĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр. Паянхи кун тĕлне "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕтĕмĕшле лаптăкри тĕш-тыррăн çуррине ытла _ 60 процентне пỹлмесене пухса кĕртнĕ. Кĕске вăхăтра çакăн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрни хуçалăхра вырма ĕçĕсене пурнăçлама малтанах тĕплĕн хатĕрленнине çирĕплетсе парать. Чи малтанах 30 гектар çинче кăçал пуçласа сăнаса пăхас шутпа çитĕнтернĕ çĕнĕ ял хуçалăх культурине _ кĕрхи тритикалене пухса кĕртнĕ. Вăл пысăк тухăç панă. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, кăçал тĕш тырă ăнса çитĕнчĕ. Пĕтĕм лаптăка минераллă удобренипе усă курса акни, çум курăксене, тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешсе ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем çине вăхăтра им-çам сапма ĕлкĕрни _ юлашкинчен пулакан кăтарту çакă пĕтĕмпех. _ Çут çанталăк панă пуянлăха пỹлмесене пĕр тăкаксăр пухса кĕртесчĕ анчах, _ тет Петр Прохоров бригадир, вăлах хуçалăх ертỹçин çумĕ те. Вырмана пурĕ 3 комбайн хутшăнать. Нумай çĕрте техника паркĕн ĕç-хĕлне ватă, аслă ỹсĕмри механизаторсем йĕркелесе пыраççĕ пулсан, "Колосра" "уй-хир карапĕсене" çамрăксем ĕçлеттерни, вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе юратса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани савăнтарать. Акă, Алексей Зайцевах илер. Кăçал вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Анчах вăл кашни хĕрỹ сезонра, шкулта вĕреннĕ çулсенчен тытăнсах, уй-хирте тĕрлĕ техникăпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра Алексей "Дон-1500" комбайн штурвалне алра çирĕп тытать. Çак вăхăтчен вăл хăйĕн пулăшаканĕпе пĕрле 4000 центнер тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă. Сергей Зайцев çамрăк "Енисей_1200" комбайна ĕçлеттерет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн иккĕмĕш курсĕн студенчĕ вăл. Хĕрỹ вăхăтра тăван хуçалăха тыр-пул пухса кĕртме пулăшать. Çамрăксенче _малашлăх. Дмитрий Грибовпа Андрей Прохоров та пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн водителе вĕреннĕ, ун хыççăн тăван хуçалăха ĕçе вырнаçнă. Хальхи вăхăтра вĕсем çапса тĕшĕленĕ тырра хиртен йĕтем çине турттарнă çĕрте тимлеççĕ. Хиртен татти-сыпписĕр тырă килсе тăнине пула йĕтемре те ĕç шавĕ лăпланмасть. Кунти ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ, тырра алласа тасатнă çĕрте хĕрарăмсен ушкăнĕ тăрăшать. КЗС-25, ОБВ-160 сушилкăсене тата ытти тĕрлĕ сортировкăсене ĕçлеттерме шанчăклă çынсене _ Анатолий Кудряшовпа Федор Смирнова, Олег Смолина çирĕплетнĕ. Вырма тапхăрĕнче комбайнерсемпе трактористсене ĕç укçи тỹлессинче уйрăм расценкăсем çирĕплетни вĕсене тата тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика