Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман шăплăхĕ илĕртет чуна

13 августа 2008 г.

Вăрманта шăплăх хуçаланакан самантсем те тĕл пулаççĕ. Ун чухне сана типĕ çулçă е йĕкел ỹкни те шартах сиктерет. Сан çумрах такам вăрттăн сывланă пек туйăнать. Часах лăпкă вăрманти канăç çухалать те! Ватă вăрманти шăплăх хăйне майлă. Пурте кунта ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Мĕлкесем те, сасăсем те çук. Эсĕ пур пĕрех чăтлăхран тискер е вĕçен кайăксем тухасса кĕтетĕн. Акă вăрмана кĕтĕм, вăл сывлама чарăнчĕ тейĕн. Ăш вăркама тытăнчĕ. Пысăк чулсем çăра мăкпа витĕннĕ _ çăмламас тискер кайăксем пек пытанса лараççĕ. Тăпăлса тухнă тымарсем армак-чармаккăн карăннă. Çурма тĕттĕмлĕх, пысăк йывăçсем хушшинчен кăштах çеç хĕвел йăлтăртатни, çăра упа сарри. Пĕр чĕрĕ чун та çук. Çав вăхăтрах кунта темле тискер кайăк пурах пуль тесе канăçсăррăн тапать çамрăк чун. Хускалмасăр тăратăп. Çĕрлехи вăрман пушшех шиклентерет. Йĕри-тавра космосри пек шăплăх тăрать пулсан та, ку та суя çеç: пирĕн йăваш илтекен хăлхашăн çапла вăл. Пăх-ха йытă çине: вĕçсĕрех вăл хăлхине хускаткалать, темле сасăсем илтет. Вăрманти хăш-пĕр чĕр чунсен хăлхи çивĕчрен те çивĕч, вĕсемшĕн кунта шăплăх тенĕ япала пачах та çук. Вĕсемшĕн чи лăпкă каçра та пур çĕрте те хăрăлтатни-кăшкăрни, çухăрни-мĕкĕрни илтĕнсе тăрать. Эпир вара, çивĕч мар хăлхаллисем, кăмăллăн кулатпăр: вăрманта мĕн тери шăп! Илемлĕ кунта: темччен тăнлама, сăнама хатĕр ку илемлĕхе. Анчах манăн каймалла: пĕччен нумай пулма юрамасть унта...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика