Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкеке лекнисене пулăшар

13 августа 2008 г.

 "Единая Россия" партин Аслă Канашĕн Председателĕн Б.В.Грызловăн йышăнăвне тĕпе хурса Кăнтăр Осетири катастрофăра инкек тỹсекенсене пулăшма чĕнсе каланă. Гуманитари пулăшăвне "Единая Россия" партин обществăлла йышăнăвĕнче кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен çак адреспа: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 1-мĕш çурт йышăнаççĕ. Пулăшу аллине тăсас текенсем партин хуласенчи тата районсенчи уйрăмĕсене пыма пултараççĕ. Инкек тỹснисене чи малтанах кĕркуннехи тата хĕллехи кĕпе-тумтир, атă-пушмак, вырăн таврашĕ, гигиенăна тытса пымалли япаласем, йăлара усă куракан техника, пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсем кирлĕ. Гуманитари пулăшăвне Мускавран Владикавказа централизациленĕ майпа çитереççĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшас текенсем валли ятарлă счет уçнă. Унта "На оказание помощи пострадавшим в гуманитарной катастрофе в Южной Осетии" тесе палăртмалла. Фонд реквизичĕсем: Адрес: 109240, г.Москва, ул.Николоямская, д.19, стр. 1. ИННỸКПП 7709312370Ỹ770901001. Расчетный счет 407038 10800010000068 в АКБ ЗАО "Пересвет" г.Москва. кỸс 30101810700000000259. БИК 044585259. Ыйтусем пулсассăн партин сайчĕ çине www.edinros.ru адреспа кĕрсе пĕлме пултаратăр

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика