13 августа 2008 г.
Иртнĕ тунти кун район пуçлăхĕ Н.Миллин предприятисемпе организацисен, район администрацийĕн пайĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Çу иртсе пырать _ часах хура кĕркунне те çитĕ. Тĕттĕм каçсенче урамра çỹреме те шикленмелле. Ял çыннисен çак вăхăтра ирхине-ирех выльăх-чĕрлĕх фермисене те çитмелле, ытти ĕç вырăнĕсене те каймалла. Ял урамĕсене электричество çутипе тивĕçтерес енĕпе ял тăрăхĕн администраци-йĕсем мĕнле ĕçлеççĕ? Канашлу пуçлансанах çапла пулчĕ район пуçлăхĕн Н.Миллинăн ыйтăвĕ. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсене ертсе пыракансем урамсене çутăпа тивĕçтересси пирки отчетсем турĕç. Тỹрех палăртар, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче ялсенчи лару-тăрăва пĕлменни куç кĕрет. Кунта 3 ял каçсерен "тарăн ыйха" путать тейĕн _ çĕрле ялсенче пĕр çутă та çунмасть. Ертỹçĕсемпе специалистсен çурчĕсем те тĕттĕмлĕхре. Аслă Елчĕк ялĕ пысăк _ 20 урам кунта. Ял тăрăхĕн Депутачĕсен пухăвĕнче урамсене электричество çутипе çутатма вырăнти бюджетра 60 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кашни урамрах электролампăсем пулмалла, вĕсене çывăх вăхăтра вырнаçтарма пуçăнмалла. Хальлĕхе ялти тĕп лапамра, шкул çурчĕ умĕнче лампăсем ĕçлеççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн территорийĕнче 7 ял вырнаçнă. Кăçалхи ака уйăхĕнче "Энергосбыт" ОАОн Патăрьелĕнчи филиалĕн администрацийĕпе килĕшсе вĕсенче 64 лампа вырнаçтарнă, лавккасемпе культура учрежденийĕсем çывăхĕнче çутă пур. Çапах та çакă çителĕксĕр. Асăннă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ертỹçĕсем, ытти специалистсем сахал мар. Вĕсем те ял урамĕсене хăйсен хуçалăхĕ çывăхĕнче электричество вăйĕпе çутса тăрас енĕпе яваплăха туймалла. "Сире халăх суйланă _ вĕсен шанăçне тỹрре кăлармалла", _ çирĕппĕн палăртрĕ район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене ялсенчи урамсене электричество ламписемпе çутатса тăма кирлине тепĕр хут асăрхаттарса. Çавăн пекех Николай Петрович тирпейлĕх пирки те чарăнса тăчĕ. Акă, район центрĕнчи свалка патне каякан асфальтлă çул хĕррипе тал пиçен, ытти çум курăк ашкăрать. Çавăн пекех Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче те тирпейсĕрлĕх куçа тỹрех курăнать. Елчĕкри "Кирпич" ООО, ММПП ЖКХ, çуртсенче пурăнакансем çак çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерме тивĕç. Çавăн пекех район пуçлăхĕ Н.Миллин пасар çывăхĕнче стоянка, Елчĕкри шкул патĕнче лапам тума вăхăт çитнине те палăртрĕ. Хальхи вăхăтра тĕп ыйту _ уй-хирти тыр-пула вăхăтра, тăкаксăр пухса илесси. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина вырма вăхăтĕнче çанталăк условийĕсем чылай чăрмав кỹнине палăртрĕ. Тыр-пула пухса илессипе "Сатурн", "Прогресс", ытти хăш-пĕр хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ пулсан, "Родник", К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Арланово", "Кушкă", "Победа" хуçалăхсенче ĕççи хăвăртлăхĕ пĕчĕк шайра пулнине мĕнле ăнлантармалла? Район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, паян çанталăк чăрмавĕ çине йăвантарни питĕ килĕшỹсĕр. Хирте тырă пиçсе çитнĕ. Вĕсене нимĕн тăхтаса тăмасăр пухса илмелле, уйрăмах паккуссенче выртакан тыр-пула. Унсăрăн çухату пысăк пуласси куç умĕнче. Уяр кунсене кĕтсе илме шанчăк сахал. Çавăнпа кашни минутпа туллин усă курмалла _ май килсенех ĕçе пикенмелле. Çак уйăхра ирсерен сывлăм ỹкет. Кун пек чухне тырра çулса кушăхтарма тивет _ çак мелпе ĕçлени усăллăрах. Н.Миллин пысăк тухăçлă, энергие перекетлекен техника туянасси пирки яланах аса илтерет. Чăнах, акционерсен "Прогресс" обществи, А.Петров фермер (хресчен) хуçалăхĕ "Агрос" йышши комбайнсем илсе килнĕ. Вĕсем кивĕ 3-4 комбайна улăштарма пултараççĕ _ тăкакĕ те пĕчĕк. Ытти хуçалăхсем те малашне çак çулпа каймаллах. Канашлура район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова Улатăра кайса килни, хула çулран-çул çĕнелсе пыни, вăл чăннипех те вырăс православи тĕнĕн Чăваш Енри центрĕ пулса тăни пирки чарăнчĕ, вĕсен ырă тĕслĕхне пирĕн тăрăхра пурнăçа кĕртме кирлине палăртрĕ. Чăваш Республикин кунне уявлама активлă хутшăннăшăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн С.Гапликовăн Тав çырăвне пирĕн район та тивĕçнĕ. Çак пулăмпа эпир чăннипех мухтанмалла. Ĕçлĕ канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ.