Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасем çĕнтерчĕç

13 августа 2008 г.

 Физкультурник кунĕнче Ел-чĕкри тĕп стадионта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă В.Архипова асăнса мини-футбол енĕпе турнир иртрĕ. Вăл кăçал 11-мĕш хут пулчĕ. Ăмăрту пуçланиччен В.Архипова тата спортра пысăк шанăç панă, нумаях пулмасть çеç сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă Д.Чернова асăнса турнира хутшăнакансемпе куракансем пĕр минут шăп тăчĕç. Турнира хутшăнакансен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Кăçал унта тĕрлĕ тăрăхран килнĕ 10 команда хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче _ Шупашкарти промышленность хуранĕсене кăларакан предприятин _ производствăпа коммерцин "Экран" фирмин команди те пур. Сăмах май, ăна пирĕн ентеш В.Игнатьев ертсе пырать. Мини-футбол вăййине кăмăллакансене салху пулмарĕ. Командăсем 2 ушкăна пайланса вылярĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Кармалсемпе Елчĕк ял тăрăхĕн, ДПМК "Яльчикская" производство кооперативĕн, "Рассвет", Кĕçĕн Таяпасен, иккĕмĕшĕнче Шупашкарти "Экран", "Юман" спорт клубĕн, Кушкăсен, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем тупăшрĕç. Хĕрỹ пычĕ ăмăрту. Кармал, Елчĕк ял тăрăхĕн, Кушкă, "Экран" командисем иккĕмĕш тапхăра тухрĕç. Çурма финалта Кушкăсем Елчĕксене 2:1 шутпа парăнтарчĕç. "Экран" тата Кармалти командăсем тĕп вăхăтра çĕнтерỹçĕне палăртаймарĕç _ 1:1. Пенальтипе кунта "Экран" команда выляса илчĕ. Финалта Шупашкарти "Экран" командăн тата Кушкă футболисчĕсем тĕл пулчĕç. "Экран" команда вăййа 2:1 шутпа выляса илсе турнир çĕнтерỹçи ята тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ Елчĕк ял тăрăхĕнчи футболистсем. Мала тухнисене парнесемпе чысларĕç. Кунта спонсорсем "Чăвашьенкрахмал" предприяти (А.Кудряшов) тата ММПП ЖКХ пысăк пулăшу пачĕç. Мини-футбол енĕпе Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева 100 çул çитнине халалланă турнир Елчĕкри тĕп стадионта çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика