13 августа 2008 г.
Аслă Елчĕк ялĕ, 1559 çулта никĕсленнĕскер, республикăри чи пысăк 3 ял йышне кĕрет. Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ял варринче мăнаçлăн та илемлĕн курăнса ларакан Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕ пулнă. Шел, 1930 çулта ăна ватса çĕмĕрнĕ, ыр кăмăллăхпа сăваплăх вырăнĕ çухалнă. 1990-мĕш çулсенче вăхăт улшăнчĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем хăйсен шанăçне çухатман _ вĕсем ялти чиркĕве çĕнĕрен чĕртме шухăш тытнă. 1996 çулта Шупашкар тата Чăваш епархийĕн Митрополичĕ Варнава ял çыннисем ыйтăвне тивĕçтерсе Аслă Елчĕкре тĕн прихучĕ уçма пил пачĕ. Елчĕк райадминистрацийĕн çав вăхăтри пуçлăхĕ, Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ А.Молоствов кивĕ шкулăн çурт-не кĕлле çỹрекенсем валли уйăрчĕ. Шел, вăхăт хăйĕннех илет _ çурт кивелсе, юрăхсăра тухса пырать. Çавăнпа 2005 çулта Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне тума пуçăннă. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнине шута илсе, халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхне çĕнĕрен чĕртсе ярас тĕллевпе пулăшу ыйтатпăр. Çĕр çинчи пурнăç кĕске. Çавах та пирĕн пурнăç çỹлти патшалăхра малалла тăсăлĕ. Çавăнпа кашни çын, предприятипе организаци пулăшу аллине тăсса парсан, тем пекех сăвап пулĕччĕ. Укçа-тенкĕне прихута килсе пама е çак реквизитсемпе: ИНН 2120002042 Приход Православной церкви "Воскресения Христова". Расчетный счет № 40703810775090000026 в Дополнительном офисе № 4440Ỹ036 Батыревского ОСБ № 4440 СБРФ с ГРКЦ Национального банка Чувашской Республики. БИК 049706609, ИНН 7707083893, Корр. счет № 30101810300000000609 куçарма пултаратăр. Турă сыхлатăр Сире! Таса ĕçшĕн пурне те Тав тăватпăр.