Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем куç умĕнчех

13 августа 2008 г.

Çĕнĕлĕхсем куç умĕнчех "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа районти шкулсенчи ырă улшăнусене, çĕнĕлĕхсене асăрхаман çын та çук пулĕ. Кĕске вăхăтрах вĕрентỹ учрежденийĕсен сăн-сăпачĕ палăрмалла илемленчĕ. Вĕсем çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оргтехникăпа, спорт оборудованийĕпе, кĕнекесемпе пуянланчĕç. Унччен кам шухăшлама пултарнă-ха саманапа тан утма пултаракан, пултаруллă та харсăр коллективсене, уйрăм педагогсене патшалăх 1 миллион, 100 пин тенкĕлĕх грантсем парассине? Вĕрентме те, вĕренме те мĕнпур услови пур шкулсенче. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ертỹçинчен В.Катюковăран наци проекчĕн курăмлă ĕçĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр. _ Вера Петровна, проект ĕçлеме пуçлани виçĕ çул. Çак çулсенчи ырă пулăмсем пирки калаçмалăх пурах. _ "Вĕрентỹ" приоритетлă наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ _ вĕренекенсене, ăçта пурăннине пăхмасăр, тарăн та паха пĕлỹ илме майсем туса парасси. Районта база шкулĕсем йĕркеленчĕç. Çавна май сахал ачаллă шкулсене реструктуризацилеме тиврĕ. 2006 çултах Елчĕкри, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем Раççей Федерацийĕн конкурсĕнче çĕнтерсе 1 миллион тенкĕлĕх грантсене çĕнсе илчĕç. Патшалăх паракан укçа-тенкĕпе шкулсем пурлăхпа техника никĕсне çĕнетрĕç, педагогсем ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курма тытăнчĕç, пысăк активлăх кăтартма пуçларĕç _ хальхи самана уттинчен юласшăн мар учительсем. Курнавăшсемпе Елчĕксен алли çăмăл пулчĕ курăнать. Пĕлтĕр Кушкăсем, кăçал Лаш Таяпасем сумлă конкурс çĕнтерỹçисем пулса тăчĕç. Çак шкулсенче çĕнĕ сĕтел-пукан, интерактивлă доскасем, физика, хими, вырăс чĕлхи, биологи, географи кабинечĕсем вĕрентỹ комплекчĕсемпе пуянланчĕç. Иртнĕ çул çеç патшалăх1244830 тенкĕлĕх вĕрентỹ, кăтарту, Елчĕкри шкула 81630 тенкĕлĕх мультимеди оборудованийĕ панă. Мĕн каламалли, 2000 çулта районти шкулсенче 42 ачана 1 компьютер тивĕçнĕ пулсан, халĕ пĕр компьютер 15,8 ачана тивĕçет. 23 шкул та интернетпа çыхăннă, кашнийĕн хăйĕн сайчĕ пур. Классене çĕнетнĕ май шкулсенчи столовăйсем пирки те манса кайман. Иртнĕ çул çеç 510299 пин тенкĕлĕх столовăй оборудованийĕ туяннă. Кăçал та ку енĕпе сахал мар тăрăшнă. Шкулсен библиотекисене пырса кĕме кăмăллă. Унчченхи пек кивĕ кĕнекесем нумай мар унта. Çĕнĕ энциклопедисемпе словарьсем, пособисем 1043166 тенкĕлĕх килнĕ иртнĕ çул. Кăçал та библиотекăсен фончĕ самаях ỹсрĕ. 2000 çулсенче шкулсене юсас, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн илемлĕ тĕс кĕртес ĕç пирки хытă калаçма тиветчĕ пулсан, халĕ çак енĕпе калаçу сахалланнă теме те пулать. Шкулсене тĕпрен юсама е кулленхи юсав ĕçĕсем пурнăçлама патшалăх укçа-тенкĕ уйăрма пуçларĕ. Иртнĕ çул çак тĕлĕшпе база шкулĕсене юсама 2116000 тенкĕ расхутланă. Çапла вара наци проекчĕ ял шкулĕсене ырăлăх илсе килчĕ. Ыт ахальтен мар ялти шкулсемпе хуларисем хушшинче пысăк танмарлăх пулмалла мар теççĕ. _ Педагогсем ĕçри хастарлăха ỹстерни куç умĕнче. Çулран-çул Раççей, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ вĕсем... _ Çапла. Малтанхи çулах Кушкăри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Портнова Раççей Президенчĕн, Çĕнĕ Пăвари С.Иванова математик Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕччĕ. Пĕлтĕр вара çиччĕн (пиллĕкĕшĕ _ Курнавăшран, ыттисем Çĕнĕ Пăваран, Çирĕклĕ Шăхалĕнчен) ти-вĕçрĕç. Кăçал ултă педагог 100 пин тенкĕлĕх премие тивĕç пулни те районта пултаруллă педагогсем сахал маррине пĕлтерет. Калас пулать, кỹршĕ районсенче виçĕ çул хушшинче те 2-4 учитель çеç Раççей шайĕнчи гранта илме пултарнă. _ "Чи класлă класснăй" конкурс йĕркелени те класс руководителĕсен ят-сумне ỹстерме пулăшать... _ Класс руководителĕн ĕçне хисеп тума пуçлани те наци проекчĕн тепĕр ырă енĕ. Маларах класс ертỹçисене кăшт çеç тỹленĕ-ха, виçĕм çул вара федераци бюджетĕнчен вĕсене 1000-шер тенкĕ пама пуçларĕç. Паллах, класра миçе ача пулнине кура. Укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни _ пĕрре, вĕсем хушшинче конкурс пуçарса яни _ тепре. "Чи класлă класснăй" конкурса малтанхи çулах сахал ертỹçĕ хутшăнчĕ пулсан, кăçал унта хутшăнман руководитель те юлман-тăр. Кун-çул уттинчен юлмаççĕ педагогсем, инноваци технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ, компьютера пĕлмен учитель те çук шкулсенче. Иртнĕ çулсенче Курнавăшри Т.Федоровăпа Е.Светопольская, кăçал Е.Смирнова республикăри конкурсра палăрни те района чыс кỹрет. Кăçал ача-пăча воспитателĕсен республикăри конкурсĕнче Курнавăшри С.Лапина Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх премине çĕнсе илчĕ. Епле савăнмăн çакăн пек ỹсĕмсемпе. _ Педагогсене ĕç укçине ĕçне кура тỹлеççĕ... _ Ку вăл çапла пулмалла та. Курнавăшри вăтам шкулта иртнĕ вĕренỹ çулĕнчех çĕнĕ тытăмпа ĕç укçи тỹлеççĕ, кунти педагогсем шалу пирки калаçмаççĕ. Хавхалантару укçине (урăхла преми теме те пулать) кам мĕнле тăрăшнине, вĕренекенсен кăтартăвне кура (тата ытти те) параççĕ. Ытти шкулсенче те çĕнĕ тытăм вăй илсе пырать. Çавна май шкулсенче управлени е попечитель канашĕсем йĕркеленĕ. Общество канашĕсем хавхалантару укçи-тенкине панă чухне тĕплĕ пăхса тухаççĕ. _ Вера Петровна, часах йăлана кĕнĕ августри конференци иртĕ? _ Кăçал ăна урăхларах ирттерме палăртнă. Районта грант илнĕ шкулсем, педагогсем йышлă пулнăран кỹршĕ районти ĕçтешĕмĕрсем пирĕн пата паха опытпа паллашма килеççĕ. Ертỹçĕсем "миллионер" шкулсенче, педагогсем (мĕнле предмет вĕрентнине кура) грант илнĕ учительсен патĕнче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ. Мастер-классем теççĕ ăна урăхла. Вăл çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. _ Ытти çĕнĕлĕхсем те пур-и çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче? _ Кăçал Кивĕ Эйпеçри, Кĕçĕн Таяпари, Патреккелти вăтам шкулсем тĕп шкул ятне илеççĕ. Патреккелсемпе Кĕçĕн Таяпари шкул ачисем (10-11-мĕш классем) Елчĕке çỹреççĕ, Кивĕ Эйпеç вĕренекенĕсем Елчĕкпе Кушкă шкулĕсене суйласа илĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика