Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлев пысăкланчĕ, илсе тăракансен йышĕ ỹсрĕ

13 августа 2008 г.

Ватă çынсемпе инвалидсене пăхнăшăн компенсаци укçи илес шутлисен йышĕ ỹссе пырать. Паянхи кун тĕлне кашни уйăхра паракан çак укçана районта 252 çын илсе тăрать. Вĕсене 126 пин тенкĕ тỹлеççĕ. Ăна илес шутлисен йышĕ ỹсни компенсаци тỹлевĕсем пысăкланнипе çыхăннă. Малтан вăл уйăхра 120 тенкĕ пулнă. 2007 çулта ăна 500 тенкĕ таран ỹстернĕ, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа РФ Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнчи Указĕпе 1200 тенке çитернĕ. Унсăр пуçне асăннă Указ компенсаци укçине уйăрмалли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа граждансем харăсах темиçе тỹлев _ хăй пăхса усракан кашни ватă çыншăн е кашни инвалидшăн илме пултараççĕ. Уйăхсерен паракан компенсаци укçине илмелли правăпа ĕçлеме пултаракан, анчах ниçта та ĕçлемен (пенси илсе тăман) граждансем çакăн пек чухне усă курма пултараççĕ: _ 1-мĕш ушкăнри инвалида пăхса пурăнать пулсан ( ĕçлеме пултараслăх степенĕ пĕлтерĕшлĕ мар); _ сывату учрежденийĕ çирĕплетнĕ тăрăх урăх çын пулăшăвĕсĕр пурăнма пултарайман ватă çынна пăхнăшăн (арçын 60 çултан, хĕрарăм 55 çултан аслăрах пулмалла); _ 80 çула çитнĕ е унран иртнĕ ватă çынна пăхса усрасан (сывлăх учрежденийĕ çирĕплетни кирлĕ мар); _ 18 çула çитмен инвалид ачана пăхса пурăнсан. Хăйне пăхса пурăннă вăхăтра компенсаци укçине ĕçлеме пултарайман гражданинăн пенсийĕ çумне хушса параççĕ. Ăна илсе тăрас шутлисен РФ Пенси фончĕн управленине пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика