13 августа 2008 г.
Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕн база пайĕ _ 15, страховани пайĕ 8 процент ỹснĕ, федераци шайĕнчи çăмăллăхсен уйăхри укçа тỹлевне ытларах тỹлеççĕ. Федерацин 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 244-Ф3 номерлĕ "Граждансен уйрăм категорийĕсене пурлăхпа тивĕçтерес шая ỹстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" Саккунĕпе ĕç пенсийĕн база пайне пысăклатнă. Унпа килĕшỹллĕн, 2008 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ватлăхри ĕç пенсийĕн база пайĕ 1794 тенкĕпе танлашнă. Çавна май патшалăх пенсине илсе тăракансен мĕнпур категорийĕн ĕç пенсийĕн база пайĕсем пысăкланнă. Ватлăх пенсине тивĕçекенсен, ĕçлеме пултараслăха икĕ степень таран çухатнисен (иккĕмĕш ушкăнри инвалидсен), тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенси илекен хăр тăлăхсен ку виçе _ 1794 тенкĕ, урăхла каласан, ỹсĕм 234 тенке çитнĕ. 80 çул тултарнă ватăсен, ĕçлеме пултараслăха виçĕ степень таран çухатнисен (пĕрремĕш ушкăнри инвалидсен) асăннă пай 2 хут пысăкланнă _ 3588 тенкĕпе танлашнă (ỹсĕм 468 тенкĕ). Ĕçлеме пултараслăха пĕр степень таран çухатнисен (виççĕмĕш ушкăнри инвалидсен), тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенси илекенсен база пайне 117 тенкĕ хушса панă, 897 тенке çитернĕ. Теприн шучĕпе пурăнакан кашни çыншăн (пĕтĕмпе 3 çынран пулмалла мар) ĕç пенсийĕн база пайĕн (1794 тенкĕ) пĕрре виççĕмĕшне (78 тенкĕ) хăпартнă. Ватлăхпа, инвалида тухнипе, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсин страховани пайне РФ Правительствин 2008 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 548-мĕш номерлĕ "Ĕç пенсийĕн страховани пайне индексацилемелли" йышăнăвĕпе ỹстернĕ. Хушăм кашни пенсионерăн тĕрлĕрен, мĕншĕн тесен пенсин асăннă пайĕн виçи стажпа, шалупа тата ĕçпе тивĕçтерекен Пенси фондне хывнă взнос суммипе тỹрремĕнех çыхăннă. Çурла уйăхĕнчи ỹсĕме кура ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи Елчĕк районĕнче уйăхра 419 тенкĕ пысăкланнă, 3984 тенке çитнĕ. Социаллă пенси вăтамран 348 тенкĕ хăпарнă, 2667 тенкĕпе танлашнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене, икĕ пенси илме ирĕк пуррисене, 1179 тенкĕ хушса тỹлеççĕ, уйăхсерен 9904 тенкĕ параççĕ. Федерацин 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 110-Ф3 номерлĕ "Социаллă тỹлевсен хăш-пĕр тĕсĕсен виçине тата социаллă пулăшу пуххин хакне ỹстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" Саккунĕпе 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци шайĕнчи çăмăллăхçăсен уйăхри укçа тỹлевĕн çĕнĕ виçине тата социаллă пулăшу пуххин хакне çирĕплетнĕ. Индексацилесе çитересси бюджет çинчен йышăннă саккунра инфляци шайне палăртнипе йышăннă (кăçал тỹлев виçине ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ỹстернĕччĕ). Федерацин çăмăллăхçисене ăна çĕртме уйăхĕнчи ỹсĕме кура çĕнĕрен шутласа панă. Социаллă пулăшу пуххин (соцпакет) хакĕ 567 тенкĕ çитнĕ. Çав шутра 504 тенкĕ _ медицина пайĕ (тỹлевсĕр эмел тата санатори сиплевĕн путевки), 63 тенкĕ _ транспорт пайĕ (хула çывăхĕнчи пуйăспа тỹлевсĕр çỹресси тата санаторие кайса килесси). Ỹсĕмсемпе çыхăннă ыйтусемпе Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕнче паллашма пулать е 2-19-90, 2-22-32 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлмелле.