13 августа 2008 г.
Районти тĕп библиотекăн кĕнеке фончĕ çулран-çул çĕнĕрен çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансах пырать. Çавăн пекех фонда кивĕ, пахалăхне çухатнă кĕнекесенчен тасатсах тăратпăр. Паянхи куна библиотекăра 44460 ытла кĕнеке шутланать, кашни вулакана 14-15 кĕнеке тивĕçет. Çавна май кашнинех хăйне кăсăклантаракан, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма майсем пур. Вулакансем библиотекăпа туслă пулни савăнтарать пире. Кунта "Уйрăм çынсен библиотекинчи кĕнекесем" фонд йĕркеленни çинчен илтнĕ ĕнтĕ эсир. Хастар вулакансемшĕн çĕнĕлĕх мар çакă. Акă, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Валерий Иванович Салмин 200 ытла тĕрлĕ кĕнекепе савăнтарчĕ пире. Çитес кунсенче вара экономика ыйтăвĕсемпе çыхăннă пособисем илсе килме шантарчĕ. Елчĕкре пурăнакан Олегпа Галина Муравьевсем вулавăшпа туслă. Вĕсен парни _ детективсем, приключениллĕ калавсемпе романсем, алă ăстисене çыхма вĕренме пулăшакан пособисем. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме кашни кĕнеке, хаçат-журнал пулăшать. Çавăнпа та хапăл туса кĕтсе илетпĕр пурне те. Сирĕн парнесем вулакансемшĕн усăллă пулĕç.