09 августа 2008 г.
Елчĕкри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльлĕ муниципаллă производство предприятийĕ (ММПП ЖКХ) 50 çул каялла йĕркеленнĕ. 1958 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш АССР Министрсен Совечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн халăх депутачĕсен Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕ çу уйăхĕнче коммуналлă пулăшу паракан кантур йĕркелеме йышăннă. Ăна коммуналлă хваттерсене, мунчана, парикмахерскине тата хăна çуртне пăхса тăма панă. Çĕнĕ кантур йĕркелес, кадрсем суйласа илес ĕçе райсовет ĕçтăвкомĕн председательне И.К.Соловьева хушнă. Штата çур ставкăпа бухгалтер илме йышăннă. 1958 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче райсовет ĕçтăвкомĕ кантур начальникĕ пулма Энтепе çыннине, 1933 çулта çуралнă Леонид Алексеевич Зайцева çирĕплетнĕ. Çак должноçра вăл çулталăк та тăватă уйăх ĕçленĕ. Малтан кантур Елчĕкри Первомайски урамĕнчи йывăç çуртра вырнаçать (хальхи "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн çуртне хирĕç). Çĕнĕрен йĕркеленĕ кантур умĕнче çакăн пек тĕллевсем тăнă: Елчĕк ялĕнче шыв пăрăхĕ хывасси, мунчапа прачечнăй, пурăнмалли çуртсем, котельнăй тăвасси. 1958 çулта район центрне тирпей-илем кĕртме, пилĕк стеналлă икĕ çурт, тротуарсем тума, ача садне, пурăнмалли çуртсене юсама, йывăçсем лартма, лаша, ытти инвентарь туянма 181,5 пин тенкĕ уйăрнă. Кантурăн пурлăхпа техника базине йĕркелеме хальхи предприяти вырăнĕнче çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Хĕç тимĕр тăрăллă, кăмакапа хутса ăшăтмалли йывăç çурт тума 47337 тенкĕ пăхнă. Администраци çуртне тăвас ĕçе райсовет ĕçтăвкомĕн строительство пайĕн техник-строителĕ В.Воронцов ертсе пынă. 1960 çулта кантур çĕнĕ çурта куçнă, территорие тирпей-илем кĕртес ĕç пуçланнă. 1959 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа 1962 çулхи раштав уйăхĕччен коммуналлă предприяти начальникĕнче Елчĕк çынни Николай Григорьевич Беляев ĕçленĕ. Район центрĕпе юнашар вырнаçнă "Трактор" колхозăн электростанцийĕ Елчĕке çутăпа туллин тивĕçтерейменнине шута илсе коммуналлă хуçалăха С-80 йышши электростанци уйăрса панă. 1958-1962 çулсенче коллектив вăйĕпе Пасар урамĕнчи (хальхи Октябрь урамĕ) 24, 16, 22-мĕш çуртсене, 1964 çулта çак урамри 9, 18-мĕш çуртсене туса пĕтернĕ. 1962 çулхи раштав уйăхĕнче район Патăрьел районне кĕнĕ май Елчĕкри коммуналлă хуçалăх кантурне пĕтернĕ, унăн администраци çуртне салатса Патăрьелне турттарса кайнă. 1965 çулхи пуш уйăхĕнче Елчĕк районне çĕнĕрен туса хурсан райсовет ĕçтăвкомĕ çумĕнче тирпей-илем кĕртекен тата коммуналлă предприяти комбинатне йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Иван Яковлевич Ефимова çирĕплетнĕ. Малтанах комбинат прачечнăй çуртĕнче вырнаçнă. 1965 çулта Пушкин тăкăрлăкĕнчи хальхи щит çурта туса лартнă. Комбинат тата вăхăтлăха ĕçе илнĕ рабочисен вăйĕпе чылай объект тунă. 1966 çулта районти тĕп больницăн терапи корпусĕ (халĕ пăснă), 1968 çулта _ районти культура çурчĕ, 1969 çулта _ аптека, Октябрь урамĕсенче 12-шер хваттерлĕ икĕ çурт, 1973, 1980 çулсенче Комсомольски урамĕнче 16, 18 хваттерлĕ икĕ çурт, 1976 çулта Елчĕкри вăтам шкулăн хушма çуртне, район центрĕнче 2 трансформатор подстанцийĕ тунă. 1966 çулта коммуналлă 24 хваттерте пуçласа газ баллонĕсем вырнаçтарнă. Мастер-газовик пулса Акчел çынни Владимир Владимирович Указов ĕçленĕ. Комбинат Елчĕкри парка, унти трансформатор-распределитель хатĕрне, шыв башнисемпе колонкисене пăхса тăнă. Юсав ушкăнĕ строительство енĕпе тата юсассипе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Пилорама, ГАЗ-52 автомашина туяннă. Комбинат начальникĕсем И.Я.Ефимов (1973 çулччен ĕçленĕ), Н.Ф.Иванов (1973-1983) ертсе пынипе специалистсем Мордва АССРĕнчи Алексеевскри цемент заводĕнчен, Арзамасри гипс заводĕнчен, Киря вăрман промхозĕнчен, Шăмалакри, Первомайскинчи, Сигачри лесничествăсенчен, Вăрманкасри керамика блокĕсен заводĕнчен строительство материалĕсем, Бугульмаран битум турттарнă. 70-мĕш çулсенче комбинат персоналĕнче бухгалтер, товаровед, 3 электрик, мунчапа прачечнăйăн 3 работникĕ, мастер, шыв пăрăхĕсене пăхса тăракан 2 слесарь, ятарлă автомашина водителĕ, котельнăй слесарĕ шутланса тăнă. 1983 çулта комбинатран Елчĕк районĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх производство управленийĕ туса хунă. Вăл Чăваш АССР йăла пулăшăвĕ паракан, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине пăхăнса тăнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх производство управленине 1983 çултанпа Геннадий Иванович Молодов ертсе пынă. Çак тапхăрта коммуналлă хуçалăх халăха кирлĕ таварсем _ мунчан тимĕр кăмакисем, хутса ăшăтмалли хурансем, шыв тытмалли емкоçсем, шлакпа бетон кирпĕчĕсем туса кăларнă. Тĕрлĕ ĕçсемпе пулăшусен калăпăшĕ палăрмаллах ỹснĕ. 2 ассенизаци машини, çỹп-çап турттаракан ятарлă автомашина, Т-150 икĕ трактор туяннă. Складсем, лаша вити тунă. 1990 çулта районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх производство управленине реорганизацилесе нумай отрасльлĕ производство предприяти (МПП ЖКХ), 1992 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльлĕ муниципаллă производство предприятийĕ (ММПП ЖКХ) туса хунă. 1992 çулта, пасар экономики çине куçсан, экономика çыхăнăвĕсем татăлсан производствăра тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем тухса тăнă. Предприятие йĕркеллĕ аталанма бартер чăрмантарнă. 1992 çулхи кăрлач уйăхĕнче предприятие ертсе пыма кунта 1988 çултанпа тĕп инженерта ĕçленĕ Василий Алексеевич Чернова (Аслă Елчĕк) çирĕплетнĕ. 9 çулта вăл ертсе пынă коллектива нумай йывăрлăхсене çĕнтерме май килнĕ. 1992-1994 çулсенче коммуналлă хуçалăх машинăпа трактор паркне пĕтĕмпех çĕнетнĕ (УАЗ, КАМАЗ автомашинăсем, 2 экскаватор, икĕ çăмăл автомашина туяннă). 90-мĕш çулсенче 4 пĕчĕк котельнăй, 2 шыв башни тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринчен вара экономика условийĕсем япăхланнă. Дотацисем вырăнне вексельсем, склад свидетельствисем килсе тăнă. Бюджет организацийĕсем пулăшусем панăшăн тỹлемен. Укçа-тенкĕ тĕлĕ-шĕнчен йывăрлăхран тухас тĕллевпе коммуналлă хуçалăх коммерци ĕçне пуçарса янă _ халăха кирлĕ таварсем сутнă. 1993-1997 çулсенче Елчĕкри ММПП ЖКХ республикăри коммуналлă хуçалăхсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса пынă. 1999 çулта предприятин устав капиталĕ 6 миллион та 82 пин тенкĕпе танлашнă. 2000 çулта электроэнерги пулăшăвне 329800 тенкĕлĕх панă, ăшă энергине _ 2 миллион та 425 пин тенкĕлĕх. Электричество передачисен линийĕ 26 çухрăмпа, ăшă энергийĕ паракан пăрăхсем 5,5 çухрăмпа танлашнă. 1999 çулта Елчĕкри ММПП ЖКХ Раççей Федерацийĕн строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн тата вырăнти промышленноçра, коммуналлă хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2000-мĕш çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ, отрасльте реформăсене пурнăçлама тытăннă. Çурт-йĕр фондне тытса пырассинче администраци мелĕнчен рынок мелне куçасси пуçланнă. Çурт-йĕр фончĕн структури харпăрлăх форми енĕпе те улшăннă. Коммуналлă пулăшу илнĕшĕн тỹлессинче халăха патшалăх пулăшу парас çĕнĕ йĕрке пурнăçа кĕрет. 2001 çулта "Пĕрлехи заказчик дирекцийĕ" муниципаллă учреждение (ăна 2000 çулта туса хунă) реорганизациленĕ, ММПП ЖКХ çумне пĕрлештернĕ. Коммуналлă çуртсенче пурăнакансем управляющи компани пулма пирĕн предприятие суйласа илчĕç. 2008 çулта обществăлла çуртсенче пурăнакансен 28,7 проценчĕ пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата ытти пулăшусемшĕн тỹлемелли çăмăллăхсемпе усă курать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприяти умĕнче çурт-йĕр хуçалăхне тĕрĕс-тĕкел тытса тăрасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çак тĕллевпе вăл хăй балансĕ çинче тăракан çуртсене, вĕсен оборудованийĕсемпе хатĕрĕсене юсаса, пăхса, ăшă, шыв парса тăрать, ытти ĕçсем туса ирттерет. Предприятин çурт-йĕр фончĕ нумай хваттерлĕ 39, икĕ хваттерлĕ 5, çав шутран муниципаллă 6 çуртран тăрать. 506 хваттертен (24756 тăваткал метр) 298 хваттере приватизациленĕ. Хваттерте пурăнакансен 78 проценчĕ тỹлевсемпе 2007 çулта вăхăтра татăлнă. Халăх пире çурт-йĕре пăхса тăрассинчи, приватизацилемен хваттерсене юсассинчи çитменлĕхсемшĕн тивĕçлипе ỹпкев парать. Ку вăл укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă. Унччен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăма патшалăх бюджетĕнчен 90 процент таран укçа-тенкĕ уйăрнă пулсан, юлашки çулсенче вăл 10 процентпа танлашать, хăш-пĕр çулсенче пачах уйăрмаççĕ. 2007 çулта пирĕн клиентсен парăмĕ 1150 пин тенкĕпе танлашнă. Коммуналлă хуçалăх электрикĕсем Елчĕк ялĕнчи пурăнмалли çурт-йĕре, коммуналлă объектсене пăхса тăраççĕ. Район центрĕнче пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси те кăткăс ыйтусенчен пĕри. Мĕншĕн тесен шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнĕ. Ку тĕлĕшпе федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртсе пынă май малашне ыйтăва татса пама пулĕ. 2008 çулта ММПП ЖКХ канализаци пăрăхĕсене хывакан субподрядчик шутланать. 6 артскважинăна пăхса тăрать. 12 котельнăй Елчĕкри çурт-йĕре ăшăпа тивĕçтерет. 2003 çулта вĕсене çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Мунча, столяр цехĕ, пилорама, кĕрпе тăвакан арман тата ыттисем халăха пулăшу параççĕ. 2005 çулта обществăлла мунчана тĕпрен юсанă, кану пỹлĕмĕ тунă. Район центрне тирпей-илем кĕртесси, çỹп-çап пуçтарасси, юр хырасси, урамсене çутатса тăрасси, çулсемпе тротуарсене юсасси коллектив пурнăçлакан яваплă ĕçсем шутланаççĕ. 2004 çулта предприятипе юнашар 1,5 гектар çинче тĕрлĕ йывăçсем лартса хăварнă. Пирĕн баланс çинче йăлара пуçтарăнакан ăпăр-тапăра вырнаçтармалли свалка тăрать, ун патне пыракан çула асфальт сарса хытарнă. Предприятин пĕр КАМАЗ, икĕ экскаватор, трактор, вакуумлă икĕ машина, ятарлă 4 машина, çỹп-çап пуçтаракан икĕ машина, УАЗ пур. Иртсе кайнă 50 çулта хăйсен ĕçĕ-хĕлне предприятипе çыхăнтарнă рабочисем, строительсем, специалистсем йышлă. С.А.Печков 1965-2001 çулсенче аслă электрик, энергетик пулса ĕçленĕ, нумай-нумай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех А.Н.Афанасьев штукатур-маляр, кочегар, Э.А.Зайцев водитель, слесарь, В.П.Филиппов "Пионер" кранпа, слесарь, водопроводчик, Г.И.Гаврилов экспедитор пулса ĕçленĕ, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунă. С.К.Яшкин, А.И.Кушманов, А.М.Сергеев, О.Ф.Архилина, О.В.Журавлева, Л.Е.Романова, В.Кутузова, Н.А.Яшкина, К.Исаева, В.И.Редькина, Т.В.Романова, М.П.Воронов, Л.Н.Антонова, В.В.Кольцова, И.Л.Степанов, В.С.Сергеев, Н.Г.Данилов тĕрлĕ çулсенче ăмăрту çĕнтерỹçисем пулнă. В.Ю.Тимофеев 28 çул предприятире груз турттаракан автомобиль водителĕнче ĕçлет. Ăна Раççей Федерацийĕн регион аталанăвĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Предприятире А.М.Антонов электрик, Н.Беляев, В.Кузьмин, В.Дмитриев сантехниксем, В.Чернов, В.Шашков, В.Карлин, В.Галкин юсавçăсем, В.Агеев, В.Сапожников водительсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Предприяти аталанăвĕнче В.В.Волкова экономист, Г.С.Клементьева тĕп бухгалтер тỹпи те пысăк. Профсоюз членĕсен ĕç канăвне йĕркелессипе Р.Г.Андреева нумай тăрăшрĕ. Паянхи кун пирĕн предприятире 96 çын ĕçлет. Вĕсем пĕтĕм службăна пĕр тикĕс ĕçлеттерессишĕн тимлеççĕ.