Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенĕмĕрсемпе савăнатпăр

09 августа 2008 г.

Çамрăклăх... Мĕн тери ырă вăхăт вăл. Малашлăх çулĕ шăпах çак илемлĕ вăхăтран пуçланать. Тỹрĕпе пурăнакан, ĕçчен те ырă çын кирек хăçан та, кирек ăçта та пурнăç тĕпелĕнче. Ăслă-тăнлă пулни, сăпайлă калаçни, хăвна сапăр тытни, пуринпе те кăмăллă пулни ят-сума çĕклет. Çакăн евĕр çамрăксем чылаййăн вĕренсе тухрĕç Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчен. Тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернĕ Надя Константиновăна (кĕçех тухтăр профессине алла илет), Алина Муравьевăна, Таньăпа Алина Петровăсене, Оксана Пироговăна, Наташа Карсаковăна, Алиса Алексеевăна, Ксюша Черновăна, Оля Карчиковăна, Вова Васильевпа Дима Егорова, Ирина Максимовăна (пурте пĕр класра вĕреннĕ) тата ыттисене те ырăпа палăртас килет. Пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл-сипетлĕ, ĕçчен те ăслă-тăнлă вĕсем. Халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра пĕлỹ илекен Надя Красновăна палăртас килет. Шкулта чухнех вĕренỹре тимлĕччĕ, обществăлла ĕçсенче хастар та пуçаруллăччĕ. Кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнăскер, аслă шкулта та ырă ят çĕнсе илнĕ. Ахальтен-и ашшĕпе амăшне, Антонина Николаевнăпа Владимир Аркадьевич Красновсене хĕрĕ вĕренекен çĕртен Тав çырăвĕ килнĕ. Вĕсен хĕрĕ Надя 1-мĕш вĕренỹ çулĕнчех факультетри чи лайăх студентсен йышне кĕни, 295 çынран 7-мĕш вырăнта тăни çинчен савăнса пĕлтернĕ тата çавăн пек тăрăшуллă та ĕçчен хĕр çуратса ỹстернĕшĕн чунтан тав тунă çырура. Хамăр ăс панă ачасем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн та ырăпа палăрни пирĕншĕн, вĕрентекенсемшĕн, питĕ кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика