Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне правасăр ларнă

09 августа 2008 г.

Çул-йĕр çинче хăйсене çăмăлттайла тытакансен йышĕ, шел пулин те, чакмасть. Вĕсене пула вара пĕр айăпсăр çынсем сусăрланаççĕ е пурнăçран уйрăлаççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче пурĕ 13 авари пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 12-шĕ суранланнă. Иртнĕ çулта çак вăхăтра 6 авари регистрациленĕ, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 7-шĕ аманнă. Аварисен тĕп сăлтавĕ _ водительсем çул-йĕр йĕркисене пăхăнманнинче. Тепĕр хăрушă пулăм вăл _ чылайăшĕ права пулмасан та руль умне ларни. 7 уйăхра район территорийĕнче çакăн евĕр 28 факт тупса палăртнă. Çакна та палăртмалла, кăçалхи 13 аварирен 3-шĕ права илмесĕрех руль умне ларнă водительсен айăпĕпе пулнă. Çак 3 аварире 2 çын вилнĕ, пĕри аманнă. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Елчĕк-Пăва автоçул çинчи (Елчĕкрен икĕ километр иртсен) авари те çак сăлтавпах пулнă. Елчĕк ялĕнчи Оксана Валерьевна Кузьмина права илмесĕрех автотранспортпа (ăна техника тĕрĕслевĕ витĕр те кăларман) çỹрени хăрушă инкекпе вĕçленнĕ _ вăл çул хĕррипе пыракан велосипедиста çапса хăварса вилмеллех амантнă. Прависене туртса илнĕ пулсан та руль умне ларакансене каçару пулмĕ. Кăçалхи 7 уйăхра çеç çакăн евĕр 35 водителе административлă майпа арестленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика