09 августа 2008 г.
Редакци çуртне яланхи пекех вăр-вар утăмпа, савăнăçлă сăн-питпе пырса кĕчĕ вăл. Район çыннисем ăна çапларах курма хăнăхнă та. Сăмахăмăр районти тĕп больницăри Анатолий Ефимович Молоствов врач-психоневролог пирки пырать. Анатолий Ефимовичпа эпир физкультура усси, вăй-хала çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пирки Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунĕ умĕн тĕл пулса калаçрăмăр. _ Анатолий Ефимович, хаçат вулаканĕсем эсир сывă пурнăç йĕркине тытса пырас темăпа "Елчĕк ен" хаçатра статьясем тăтăш çырса тăнине, халăх хушшинче тата сирĕн пата пыракан чирлĕ çынсемпе ку тĕлĕшпе калаçусем ирттернине хăнăхнă ĕнтĕ. Эсир физкультурăпа туслă пулнине те нумайăшĕ пĕлет. _ Физкультурăпа спорт юнашар пулин те вĕсем ман шутпа пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Кашни çын спортсмен пулма пултараймасть. Мĕншĕн тесен спорт вăл _ хĕрỹ тупăшу, пĕтĕм вăй-хала парса кĕрешни. Эпĕ нихăçан та спортсмен пулма шутламан. Физкультура вара çуран е йĕлтĕрпе, велосипедпа е ытти мелпе чупса, физкультура упражненийĕсем туса тата ытти енĕпе сывлăха çирĕплетни. Пирĕн ỹсĕмри çынсен ачалăхĕ çăмăл килмен. Кĕçĕн çулсенчех колхоз, килти хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă, пушă вăхăтра тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Апат-çимĕç енчен те хальхи пурнăçпа танлаштараймăн. Ыттисем пекех крахмал пуçтарнă, килте хатĕрленĕ апат-çимĕçпе пурăннă. Пирĕн килте ĕне пурри çеç кăштах çăмăллăх кỹнĕ. 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне"Наука и жизнь" журналта пичетленнĕ физкультура упражненийĕсемпе, йог системипе паллашрăм, вĕсене хам тĕллĕн пурнăçлама хăнăхса пытăм. Канашри медицина училищинче вĕреннĕ çулсенче сывату упражненийĕсем тума хăнăхрăм. Бокс, футбол вăййисене хăнăхрăм, футболла выляттăм, гантельпе туслашрăм. Совет Çарĕнче службăра тăнă çулсенче 10, 20 çухрăмлă кросс дистанцийĕсене чупасси пирĕн пек ялта ỹснĕ çамрăксемшĕн йывăрах марччĕ. Медицина институтĕнче вĕреннĕ çулсенче йĕлтĕрпе те, çуран та чупнă, физкультура упражненийĕсем тунă, кире пуканĕ çĕкленĕ. Физкультура паянхи кун та маншăн пĕрремĕш вырăнта. Ирхине 30 минутран кая мар физкультура упражненийĕсем тăватăп, сивĕ шывпа çăвăнатăп. Пушă вăхăтра хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çỹретĕп. Хама килĕшекен физкультура упражненийĕсем мана савăнăç кỹреççĕ, вăй-хал хушаççĕ. Ман шутпа, кирек хăш ỹсĕмри çыннăн та хăйне çеç килĕшекен упражненисем тумалла, çуран чупмалла е велосипедпа çỹремелле. _ Çак статьяна вулакансем хушшинче: "Хăй йывăр ĕçлесе ирттермен те пурнăçне, сывлăхĕ те упраннă", _ теме пăхакансем те пулĕç. _ Пулĕ те. Вунă çул ытла тĕп больницăн тĕп врачĕнче, пилĕк çула яхăн район пуçлăхĕнче ĕçлерĕм. Çавнашкал йывăр лава туртса курнă çын çеç ертỹçĕ ĕçĕ мĕнлине пĕлет. Темле йывăр самантра та эпĕ физкультура çинчен манман, вăй-хала тытса тăмалли упражненисем тунă. Тепĕр тесен, ĕмĕрĕпе вăйпа ĕçлесе ирттернĕ çынсен пурнăç тăршшĕ те тĕрлĕрен. Пĕрисем, эрех-сăра ĕçекенсем, пирус туртакансем пенси çулне çитеймесĕрех пурнăçран уйрăлса каяççĕ. Нумаях пулмасть тĕп больницăра сипленекен Тяпа Энтринчи 96 çулхи В.И.Карсаковпа калаçса ларма тиврĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл метрополитен та тунă, ытти йывăр ĕçсенчен те пăрăнман. Анчах эрехне виçеллĕ ĕçнĕ, чĕрĕк ĕмĕр каялла врач сĕннипе пирус туртма пăрахнă. Çынпа килĕштерсе, харкашмасăр пурăннă. Çын ĕмĕрне ĕç мар, пурнăç йĕркине тĕрĕс мар тытса пыни кĕскетет. _ Эсир пенсие тухни те темиçе çул, çапах та вăр-вар, хăвăр çулăртан чылай çамрăк курăнатăр. Мĕн пулăшать сире? _ Физкультура, сывă пурнăç йĕрки, хампа хам, çынпа килĕштерсе пурăнни. Вăй-хала çирĕплетмелли майсем халĕ çителĕклех. Хамăн пурнăç йĕрки çинчен маларах паллаштарнăччĕ. Юлашки вăхăтра Елчĕкри физкультурăпа сывлăх комплексне çỹрени пулăшать. Унта хампа пĕр шухăшлисемпе, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе пĕрлешрĕмĕр. Эпир чупатпăр, волейболла вылятпăр, тренажерсемпе вăй-хала çирĕплететпĕр, шывра ишетпĕр. Унта эрнере икĕ хутчен пулни вăй-хал парать. Хамăра çамрăкланнă пекех туятпăр. _ Физкультурăпа ачаран туслашасси мĕнрен килет-ши? _ Çемьерен, шкултан. Енчен те çемьере ашшĕ-амăшĕ физкультурăпа туслă пулсан ача мĕн пĕчĕкрен вĕсем пек пулма тăрăшать, сиенлĕ йăласенчен пăрăнать. _ Хаçат вулаканĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр? _ Физкультурăпа туслашма, хăйсен сывлăхне упрама нихăçан та кая юлман. Ытларах хускалăр, хăвăра килĕшекен физкультура хăнăхăвĕсем тăвăр. Нихăçан та вăйран кайиччен хăнăхусем ан тăвăр. Уйрăмах çулланнă çынсем çакна асра тытăр. Сывлăха укçалла илеймĕн. Тепĕр енчен, халĕ чиртен сывалма та хаклă. Сывлăхлă пулассинче тĕрĕс апатланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕлĕкхи чăвашсем ытларах юр-вар, пахча çимĕç, улма-çырла çинĕ, çулталăкĕпе аш-какай çимен, çулла Питрава така пуснипе çырлахнă. Çавăнпа тĕрĕс апатлану та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район хаçачĕ эпĕ ас тăвассах физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине сарма тăрăшать. Çакă питĕ кирлĕ ĕç. Çакăншăн эпĕ сире нумай çын ячĕпе тав сăмахĕ калатăп.