06 августа 2008 г.
Кашни çыннăнах Турă панă талант пур теççĕ. Çав пултарулăха мĕн пĕчĕкрен аталантарса, çул уçса пымалла çеç иккен. Пĕрисем, чăнах та, ăсталăха ỹстерме майсем тупаççĕ пулсан, теприсем вара, кайран ỹкĕнессе пĕлсен те, алă сулаççĕ. Ачан интересне курса-пĕлсе тăракан, малашлăхшăн тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ, паллах, ывăл-хĕрне вăй-халĕ çитнĕ таран пулăшать. Шкул парти хушшине ларсан çивĕч тăнлă ачана педагогика ĕçне чун-чĕрипе парăннисем, вĕренекенĕн пултарулăхне часах асăрхакансем, пур енлĕн пулăшса ăсталăхне малалла ỹстереççĕ. Çапах та пурăнма, вĕренме, пултарулăха аталанма пулăшакансем, чи малтанах, ашшĕ-амăшĕ. Вĕсенчен ытларах килет ачан малашлăхĕ. Паян талант пурри çеç çителĕксĕр. Ывăл-хĕрĕн ăсталăхне аталантарма, вĕсене пурнăç таппипе тан уттарма ашшĕ-амăшĕн кĕсйи хулăн кирлĕ. Çĕнĕ Пăвари Ефремовсем _ пысăк та çунатлă ĕмĕтсемпе пурăнакан çемье. Кил хуçи, Юрий Сергеевич, чăн-чăн пурнăç çынни, çемьене тăрантаракан. Арçын тени çапла пулмалла та. Ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хунăскер, укçа-тенкĕ çителĕксĕррине кура, Мускава ĕçе çỹреме пуçларĕ. Çурт-йĕрне те тумалла тĕп килтен уйрăлса тухнăскерĕн, хуралтисене те купаламалла. Халĕ ял çыннисем те хулари пек пурăнаççĕ те, канализаци те кĕртмелле, ачи-пăчине компьютер илсе памалла тата ытти те. Пĕр сăмахпа, укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавна май тар кăларса ĕçлет, ỹркенмест. Паян вара Ефремовсем ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ. Кил-çурчĕ те чаплă, капмар, хуралтисем те çỹллĕ. Пỹртре хăтлă. Кашнийĕн хăйĕн пỹлĕмĕ, вĕсенче чаплă йышши сĕтел-пукан, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор. Ванна-душевой та çывăхрах. Ачасене пурăнмалли, тăрăшса вĕренмелли мĕнпур услови çителĕклĕ. Юрий Сергеевич мăшăрĕ, Валентина Николаевна, "Илемпи" ача садĕнче воспитатель пулăшаканĕ пулса тăрăшать. Ача-пăчапа çепĕç вăл, ют ача çук уншăн, пурне те хăйĕнни пек туйса юратса çупăрлать. Ыт ахальтен мар районти тĕп больницăра тунсăхлă куçсемпе ун çине шăтарасла пăхакан хĕр пĕрчине курсан чĕри çулăмпа çунма пуçланă унăн. Тарăн та тĕплĕ шухăшланă хыççăн амăшĕн ăшшине панă ăна. Ефремовсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли, Валера, 10-мĕш, Женя 7-мĕш классенче вĕренме пуçлаççĕ. Диана 6 çулта. Женьăпа Диана "Звездный" лагерьте сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Нумай тус-юлташ тупрĕç унта вĕсем. Пĕр-пĕриншĕн шутсăр тунсăхлаççĕ ачасем. Акă, Валера утă уйăхĕнче икĕ эрне Мускавра пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри "Авангард" математикăпа физика шкулĕ пуçарнипе, Дмитрий Зиминăн "Династия" фончĕ пулăшнипе Валерий Ефремов "Интеллектуал" шкул-интернатра пулчĕ. Çĕнĕ Пăва çамрăкне унта ятарлă телеграммăпа чĕнсе илнĕ. Чăваш Енрен пĕртен-пĕр ача. Юлашки çулсенче шкул ачисем валли мĕн тĕрлĕ конкурс, олимпиада, вăйăсем йĕркелемеççĕ-ши çĕршывра, ун тулашĕнче? Интернета кĕрсессĕн _ хăвна интереслентерекен кирек мĕнле тупăшăва та хутшăнма пултаратăн. Аслă ывăлĕ физика, математика, информатика предмечĕсемпе интересленнине курса тăрса Ефремовсем 5-6 çул каяллах компьютер туянчĕç. Компьютерпа ларас тесен акăлчан чĕлхине лайăх пĕлмеллипе ăна та тарăн, юратса вĕренме пуçларĕç ывăлĕсем. Сăмах май каласа хăварам, компьютера лайăх "шĕкĕлчет" Валера, программăсем те ăсталать. Ял çыннисен "техники" чăхăмласан _ тỹрех пулăшу аллине тăсать, сĕнỹ-канаш парать. Шкулсенче ирттерекен олимпиадăсене хаваспах хутшăнакан Валера регионсем хушшинче куçăмсăр майпа ирттерекен физикăпа математика олимпиадине хутшăнать. Раççейри 80 регионтан 29 пин вĕренекен тупăшать унта. Пирĕн республикăри ачасенчен Валера Ефремов пĕрремĕш вырăна тухать, диплома тивĕçет. Регионсенчи çĕнтерỹçĕсене маларах асăннă шкула чĕнсе илнĕ те. Кунта çĕнтерỹçĕсем хушшинче каллех олимпиада ирттернĕ, физикăпа математикăна юратакан шкул ачисем умĕнче Мускав патшалăх университечĕн профессорĕсемпе доценчĕсем, "Квант" журналăн тĕп редакторĕ лекцисемпе докладсем вуланă. 9 класс пĕтернисен ушкăнĕнче 30 ача ăс пухнă. Олимпиадăра Валера физика, математика предмечĕсемпе "4" паллăсем илнĕ, ăна çирĕплетекен дипломсене тивĕçнĕ. Вĕренỹ хыççăн хăнасене Мускав хулипе паллаштарнă. Ăçта кăна çитсе курман Çĕнĕ Пăва çамрăкĕ. Хĕрлĕ площадьре уçăлса çỹренине, тĕрлĕ музейсенче пулнине Валера самантлăха та манмасть. Кану кунĕсенче ачасем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Кунта та Валера маххă паман. Футболла, çуран чупса пĕрремĕш вырăнсене йышăннине дипломсем çирĕплетеççĕ те. Дмитрий Зиминăн "Династия" фончĕ "Интеллектуал-Авангард-2008" çуллахи шкулта вĕреннĕ-каннă ачасен çул çинчи тăкакĕсене веçех саплаштарнă. _ Малтанах Чăваш Енрен пĕччен пулнипе вăтантăм пулас. Епле те пулсан хамăр республика ятне ярас марччĕ терĕм. Каярахпа хăнăхрăм, тĕрлĕ çĕртен килнĕ ачасенчен уйрăлас та килмест. Çитес çул та çак олимпиадăна хутшăнма кăмăл пур, _ пĕлтерет Валера. Çав вăхăтрах вăл ашшĕпе амăшне тивĕçлĕ вĕренме мĕнпур услови туса панăшăн (ара, Интернета кĕрсен сахал мар укçа-тенкĕ тăккаланать-çке), хăйĕн юратнă вĕрентекенне _ Светлана Анатольевна Ивановăна вĕренỹре пулăшнăшăн тав тума та манмасть. Туслă та килĕшỹллĕ çемьери Валерăн сулмаклă пĕрремĕш утăмĕсем пире те савăнтараççĕ. Кĕçĕннисем пиччĕшĕ хыççăн юласшăн мар _ унран хăпмаççĕ, компьютерпа интересленеççĕ. Валерăн ĕмĕчĕ пысăк _ программист пуласси.