Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйласа илме вăхăт

06 августа 2008 г.

 Кашни çулах пенсионерсемшĕн ыйту тухса тăрать: çитес çул çăмăллăхпа усă курмалла е ун вырăнне укçа илмелле? Пурте пĕлеççĕ, "социаллă пакета" тỹлевсĕр эмел, тỹлевсĕр санатори путевки (кайса килнĕ çул çỹревшĕн тỹлеççĕ) тата хула çывăхĕнчи электричкăпа тỹлевсĕр çỹресси кĕрет. Пенсионер кашни çулах, юпа (октябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен, çăмăллăхсем вырăнне укçа илес тесен, Пенси фондне килсе заявлени çырмалла. Çак тĕллевпе Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн специалисчĕсем çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсене тухса çăмăллăхпа усă куракан пенсионерсемпе ăнлантару ирттерсе заявленисене вырăнта йышăнаççĕ. Çурла (август) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Аслă Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Чăваш Шуршу ялĕнче 9 _ 10.30 сехетсенче, Чăваш Тăрăм ялĕнче 10.30 _ 12 сехетсенче, Аслă Таяпа ялĕнче 13 _ 15 сехетсенче, çурла (август) уйăхĕн 14-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен Энтепе ялĕнче 9 _ 12 сехетсенче, Çĕнĕ Арланкасси тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенче 13 _ 15 сехетсенче, çурла (август) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш, Кушкă тата Исемпел ялĕсенче 9 _ 12 сехетсенче, Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç тата Кавал ялĕсенче 13 _ 15 сехетсенче, çурла (август) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăрьел ялĕнче 9 _ 12 сехетсенче йышăнаççĕ. Заявлени çырас текенсем хăйсемпе пĕрле паспорт, çăмăллăхпа усă курнине ĕнентерекен хут (справка е удостоверени), страхлав свидетельстви илсе пымалла. Заявленисене пенсионерсем хăйсем çырса памалла. Енчен те вĕсен вырăна çитме вăй-хал çук пулсан, пенсионерсене пăхса тăракансем (опекунсем) е шаннă çыннисем заявленисене пенсионерсен ячĕпе хатĕрлеççĕ. Паллах, кунта опекуна çирĕплетнĕ пирки йышăну, нотариусран илнĕ шантару хучĕ пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика