Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра руль анчах мар, çын пурнăçĕ те

06 августа 2008 г.

 Çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть. Водитель аллинче рульсăр пуçне çынсен пурнăçĕ те. 2007 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче КАМАЗ автомашина рулĕ умне ларас умĕн Ю.Ишмуратов çак кун çынна таптаса каятăп тесе шухăшлама та пултарайман ахăр. 16 сехет те 30 минут тĕлĕнче вăл Лаш Таяпа ялĕн Николаев урамĕпе Елчĕк еннелле кайнă. Тĕттĕм пулнине, урамсенче çутă çуккине пăхмасăр, РФ çул-йĕр правилисен 19.1 статйине пăхăнмасăр сехете 40-45 километр хăвăртлăхпа пынă. Тепĕр 7 метртан тĕп çул сулахай енчен кĕçĕн çулпа çыхăннине кăтартакан паллăна курсан та хăвăртлăха чакарман вăл (маларах асăннă правилăн 10.1 статйине пăхăнман). Автомашина пыракан çул енче урлă выртакан В.Н.Сметанина асăрхасан Ю.Ишмуратов транспорта чарас вырăнне хирĕç çул çине тухса унран иртсе каясшăн пулнă. Анчах та КАМАЗăн хыçалти сылтăм урапи В.Н.Сметанинăн пуçĕ çине пырса кĕнĕ, çавна май йывăр сурансене пула вăл вырăнтах пурнăçран уйрăлнă. Ю.А.Ишмуратов хăйĕн асăрханусăрлăхне пула çынна вĕлернĕ. Суд ăна РФ УК 264 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпланă, ĕçлесе юсанма поселенине яма йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика