Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанатпăр, савăнатпăр

06 августа 2008 г.

Исемпел ялĕнче çуралса ỹснĕ Олег Захаров спортсмен, тренер кашни çул тăван ял халăхне савăнтарма ял уявĕ туса парать. Олег самбо тата джау-джист мелĕсемпе кĕрешессипе пĕрре анчах мар Раççей тата тĕнче чемпионĕ ятне илме тивĕç пулнă. Олег тăван ялшăн, пĕрле выляса ỹснĕ тус-юлташĕсемшĕн нимĕн те шеллемест. Кашнинче ял уявне чăваш эстрадин çăлтăрĕсене илсе килет, спорт вăй-йисем ирттерет. Ял ĕçченĕсем çак уявра кулленхи пурнăçран пăрăнса чăннипех те канаççĕ, савăнаççĕ. Çакă вара, ман шутпа, чи пысăк ырă ĕçсенчен пĕри. Çавăн пекех Энтепе ялĕнче çитĕннĕ Александр Андреев, хальхи вăхăтра производство организаторĕ, нумаях пулмасть культура çурчĕ, библиотека валли телевизор, DVD парнелерĕ. Александр Федорович тăван ялне мала ярассишĕн тăрăшать, хăйĕн ентешĕсемпе яланах интересленет, май килнĕ таран пулăшса пырать. Тăван ялне манманни, ял халăхне хисеплени Александрăн ырă кăмăлне палăртать. Ырă тунипе çын аманмасть, сăвап кăна пулать. Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче мĕнле те пулсан ырă ĕç тума тăрăшать. Кăçал вара çавăн пек çынсен шучĕ самаях ỹсрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика