06 августа 2008 г.
Валентина тата Родион Макаровсем пĕрлешсе пĕр çемьере пурăнма тытăнни кăçал 51 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕрле шăкăл-шăкăл кăна калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Вăтам пỹ-силлĕ, хитре сăн-питлĕ Энтепе каччипе Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнчи сăпайлă, ĕçчен, чипер хĕр 1957 çулта кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ. Рудя тете 1932 çулхи чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе çыпăçнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Çем-йинче улттăн пĕр тăван пулнă. Малтанласа вăл колхозра тракторпа ĕçленĕ. Ун хыççăн 28 çул комбайнпа тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ĕçре пултарулăх кăтартнăшăн Рудя тете Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унтан пенсие тухиччен фермăра механизатор ĕçне пурнăçланă. Халĕ те вăл ахаль лармасть, çынсем ыйтнипе чỹрече рамисем туса парать. 76 çула çитсе те Рудя тете ватăлма пĕлмест. Кỹршĕ ялсемпе район центрне автобуспа мар, велосипедпа çỹрет. Валя аппа вара кăçалхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче 72 çул тултарчĕ. Мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ вăл. Бригадăра вăй хунă. Каярахпа 26 çул хăмла пахчинче ĕçленĕ. Кăмăлĕ уçă, ырă унăн, çепĕç-лĕхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Мăнукĕсене те хăйĕн пек ĕçчен те маттур, ырă чунлă та сатур пулма вĕрентет. Рудя тетепе Валя аппа 5 ача çуратса ỹстернĕ, ура çине тăратнă, пурне те çĕршыва юрăхлă çын тунă. Халĕ вара ачисем тĕрлĕ хуласемпе ялсене саланса пĕтнĕ, пурте хăйсен çемйисемпе ашшĕпе амăшĕ пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Тăван килне, юратнă çыннисене курма час-часах килсе çỹреççĕ ачисем. 5 мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ те ватă çынсене тунсăхлама памаççĕ, хăнана килсе савăнтарсах тăраççĕ. Валя аппапа Рудя тете выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча тулли çимĕç çитĕнтереççĕ. Çулталăк каялла ылтăн туй туса ирттерчĕç вĕсем. Ялта вĕсене пурте хисеплеççĕ, ватăсем те, çамрăксем те чĕнмесĕр иртсе каймаççĕ. Вĕсене курса савăнаççĕ.