Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Даниила пулăшасчĕ

06 августа 2008 г.

 Çыннăн нуши, терчĕ Вăрăмхăва çыннисемшĕн нихăçан та аяккине тăрса юлман. Ялта пушар пулать-и, выльăх-чĕрлĕх вилет-и _ пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ вĕсем. Кăçал районти тĕп библиотека Патăрьел интерначĕ валли пулăшу акцийĕ йĕркелесен Вăрăмхăва вулавçисем те кĕнекесем пуçтарса пачĕç. Чи хастарри Эльвира Кириллова пулчĕ. Нумаях пулмасть вулавçăсем "Елчĕк ен" хаçатра пичетленнĕ Даниил Евгеньевич Сидорова операци тума кирли çинчен çырнă статьяна вуласан пурте укçа пуçтарса пама пулчĕç. Ял халăхĕнчен укçа пуçтарма библиотекарьпе пĕрле фельдшер пункчĕн санитарки Надежда Казакова тата Алевтина Карамаликова хутшăнчĕç. Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, нумай ырă ĕç тума васкар терĕç Вăрăмхăва библиотекин вулавçисем. Пĕччен сурсан _ типет, нумаййăн сурсан _ кỹлĕ пулать. Пирĕн ялăн тумламĕ те (3 пин тенкĕ ытларах) пĕчĕк пулăшу пултăр. Пурте вăй çитнĕ таран пулăшса пĕчĕк Даниила сыватасахчĕ, Елчĕк районĕн ырă çыннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика