Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Эктеле асăнса

06 августа 2008 г.

 Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Часах Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.П.Сидоров-Эктел вилнĕренпе виçĕ çул çитет. Василий Эктеле пĕлмен-палламан çын çук пулĕ. Вăл 15 кĕнеке авторĕ, ăста ỹнерçĕ пулнипе паллă. 1998-2005 çулсенче пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Чăваш художникĕсен союзĕн правленине ертсе пычĕ. Вăл вилнĕ хыççăн тепĕр çур çултан "Елчĕк ен" ентешлĕх Василий Эктел ячĕллĕ литература премине çирĕплетрĕ. Халиччен ăна Аслă Таяпари Кристина Васильевăпа Курнавăшри Татьяна Курчина тивĕçнĕ. Кăçалхи лауреата та палăртатпăр. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче çавăн пек хисеплĕ премие Шупашкарта мар, Лаш Таяпа шкулĕнче пама шухăш тытрăмăр. Çакă ыт ахальтен мар. Маларах асăннă кун Василий Эктел çуралса ỹснĕ ялта ăна халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Асăну кунне Василий Петровичăн çывăх тăванĕсем, писательсемпе художниксем тата культура ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Хисеплĕ ентешсем! Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Лаш Таяпана асăну кунне йыхравлатпăр сире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика