Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десантниксен тĕл пулăвĕ

06 августа 2008 г.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче районта Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă тăвасси йăлара. Çак кун десантниксем яланхиллех çар комиссариачĕ умне пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вĕсем паттăррăн пуçĕсене хунă воин-интернационалистсене халалласа лартнă палăк умне, унтан стройпа утса район администрацийĕ умĕнчи палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç Сывлăш десант çарĕнче кĕрешнĕ, 1945 çулта Мускаври Хĕрлĕ Лапамри Çĕнтерỹ парадне хутшăннă Н.Мальцев та пынă. Каярах десантниксем Елчĕкри культурăпа кану центрĕ умне пухăнчĕç. Паллă кунпа вĕсене чи малтанах Елчĕк районĕн çар комиссарĕ В.Буклаков, район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов саламларĕç. Уява хутшăннисем хăйсем çинчен кĕскен çеç каласа панă хыççăн çар пурнăçĕпе çыхăннă кулăшла пулăмсене аса илчĕç, конкурссене хутшăнчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен патриотла юррисемлĕ концерчĕ уява çутă сăн кĕртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика