Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă тыр-пул ăстисем

02 августа 2008 г.

Тухăçлă тыр-пул ăстисем Сăн ỹкерчĕкри "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативри Анатолий Абрамов механизатор 73-ре, 44-мĕш сезон комбайн штурвалĕ умне ларчĕ. Хăйĕн çулне кура мар вашават вăл. Чун хавалĕ унра пĕрре те иксĕлмест тейĕн, "Ытарайми тăван уй-хирĕме чуна савăнтарма тухатăп. Мĕн тери тухăçлă тыр-пул çитĕнчĕ кăçал. Тăкаксăр пухса кĕртесчех ăна", _ тет ĕç ветеранĕ. Уй-хирсенче пулса курма кăмăллă. 410 гектар çинче çитĕнтернĕ тыр-пултан пысăк тухăç алла илессе паян уçăмлăн палăртма пулать. Анатолий Абрамов, Владимир Квасов, Виталий Антонов комбайнерсем (пулăшаканĕсем _ Владимир Абрамов, Ираида Квасова, Андрей Измайлов) малтан ырашпа кĕрхи тулла вырса паккуссене кушăхтарма хыврĕç. Ун хыççăн урпа уйне тухрĕç. Пĕрремĕш репродукцири "Эльфа" урпана кăçал 160 гектар акса хăварнă. Тухăçĕ те пысăк _ 1 гектартан 43 центнер тухать вăл. "Пысăк тухăç вăрттăнлăхĕ мĕнре?" _ тесе ыйтсан Ирина Иванова агроном кĕскен çапла палăртса каларĕ: "Тĕш тырă культурисене акнă чухне анчах мар, вĕсем шăтса тухнă хыççăн та минераллă удобренисемпе апатлантарни, çум курăксене, чир-чĕре хирĕç кĕрешсе наркăмăшлă им-çамсемпе усă курнин результачĕ куç умĕнче". 25 гектар çинчи "Привет" сĕлĕ те хỹхĕм çитĕнет, вăл та пиçсе çитнĕ. Паян-ыранах ăна вырма тухмалла. Николай Купташкин, Валерий Семенов, Владимир Скирдов водительсем уйран йĕтем çине тырă турттараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика