02 августа 2008 г.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем хĕрỹ тапхăрти вăхăт мĕн тери хаклă пулнине лайăх ăнланаççĕ. Виталий Кириллов, Валерий Сергеев, Михаил Петров, Валерий Иванов, Сергей Баймушкин механизаторсен, хăйсен пĕтĕм кун-çулне тăван уй-хирпе çыхăнтарнăскерсен, тыр-пула пỹлмесене пухса кĕртнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕнениччен те чунĕсем лăпланмаççĕ... Хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 525 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Иртнĕ кунсенче "уй-хир карапĕсем" 70 гектар çинчи ыраша вырчĕç, ĕнер ăна çапса тĕшĕлеме пикенчĕç. Вăл пысăк тухăç шантарать. Хуçалăхра тĕш тырă культурисен ытти тĕсĕсем те, çав шутра 10 гектар çинчи кĕрхи тритикале-житница та тухăçлă çитĕннĕ. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен вĕсене пурне те минераллă удобренисемпе усă курса, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса акнă, çум курăксене, тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешсе анасене им-çам сапнă. Уйра çитĕннĕ пуянлăха пухса кĕртме кăçал 3 комбайн хутшăнать. Вĕсене ĕçлеттерме Виталий Кирилловпа Валерий Сергеева, Михаил Петрова шанса панă. Сергей Кириллов, Николай Филиппов, Владимир Петров комбайнерсен пулăшаканĕсем пулса тăрăшаççĕ.