Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев _ паха апат хатĕрлесси

02 августа 2008 г.

Хĕл тапхăрĕнче аш-какай, сĕт туса илесси паян пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнинчен нумай килет. Çакна ăнланса вăхăтпа тухăçлă усă курма тăрăшмалла, кирлĕ таран пахалăхлă апат хывса хăварассишĕн тимлемелле. Хальлĕхе районĕпе 6236 тонна (66 процент) утă, 27831 тонна (115 процент) сенаж, 4001 тонна (23 процент) силос хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне шутласан çакă 17 апат единиципе танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсем сезон вĕçленнĕ тĕле пĕр условнăй выльăх пуçне апат хатĕрлессине 28 апат единицине çитерме тĕллев тытнă. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, утă сахалрах, сенаж-силос 18 процент ытларах. Уйрăм ял хуçалăх предприятийĕсемпе илес пулсан, пĕр условнăй выльăх пуçне "Победа" хуçалăх 24 центнер, "Комбайн" 21 центнер, "Урожай" 21 центнер апат единици хатĕрленĕ. "Комбайн", "Прогресс", "Яманчурино", "Сатурн", "Рассвет", "Победа", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă сенажĕ хывса хăварчĕç. "Комбайн", "Яманчурино", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенче ăна нимĕç пăрçипе хутăш çитĕнекен урпапа пăр-çаран хываççĕ. Нимĕç пăрçинче, люцернăпа танлаштарсан, протеин хисепĕ 3 хут пысăкрах, çавна май унра тутлăлăхĕ те ытларах. Хальхи вăхăтра нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулаççĕ, унран утă хатĕрлеççĕ. Утă хатĕрлессипе палăртнă плансене "Марс" хуçалăх 291 процент, "Кушкă" 115 процент, "Родник" 107 процент ирттерсе тултарнă. Çак ĕç вĕсенче малалла пырать. "Комбайн" хуçалăх малтан палăртнинчен 2 хут ытларах сенаж хывнă. Çак вăхăтчен "Свобода" хуçалăх 162 процент, "Прогресс" 137 процент, "Победа" 116 процент, "Сатурн" 102 процент сенаж хывнă. Малашне кукурузăран силос хатĕрлеме пикенмелле. Асăннă культура районĕпе 651 гектар йышăнать. "Комбайн" хуçалăхра ăна пулса çитсен, тунине 0,5 метр хăварса çỹлти пахалăхлă пайĕнчен анчах хывса хăварасшăн. Ыттисем те вĕсен тĕслĕхĕпе усă курсан аван пулмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсенче сенаж хывнă чухне унăн пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе закваскăпа анлăн усă кураççĕ. Кăçал та пахалăхлă апат пуласса шанатпăр. Анчах çакна та манса каймалла мар: сенажа траншейăна хывнă хыççăн çийĕнчех полиэтилен пленкăпа витни унăн пахалăхне ỹстерет. Тĕслĕхрен, пĕр траншейăна пленкăпа витни 2 пин тенке ларать пулсан, витмесен 100 пин тенкĕлĕх апат сая каять. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ỹсекен курăксене питĕ кая юлса çулаççĕ. Ăна пĕр кун анчах каярах юлса çулсан 2 апат единици çухалчĕ те. Çакна сĕте куçарса шутласан куллен кашни ĕнерен 2 килограмм сĕт çухатнипе танлашать. Выльăх-чĕрлĕхе пахалăхсăр апатпа тăрантарни продукци туса илессинчи витĕме 50 процент таран чакарма пултарать. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче, пытармалли çук, апат пахалăхĕ çине сахал тимлĕх уйăраççĕ. Тĕп тĕллев траншейăсене тултарасси пулмалла мар, апат мĕнле пахалăхлă пулнине тĕп вырăна хумалла. Çакăн чухне анчах кирлĕ чухлĕ аш-какай, сĕт туса илме пулĕ. Пахалăхлă продукцин хакĕ те яланах пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика