Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл салтаксен чĕрисенче пынă

02 августа 2008 г.

Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнче çуралнă Александр Филиппович Беляевпа пĕрле тăшмана хирĕç çапăçма тỹр килнĕ мана. Вăл малтанах бригада, каярахпа дивизи штабĕн начальникĕччĕ. Ăслă та харсăр командира, шанчăклă юлташа пурте хисеплетчĕç, юрататчĕç. А.Ф.Беляев ентешĕсене ун çинчен астутарас, пĕлтерес килет. ...1942 çулхи çу уйăхĕнчи çак каç Внуково аэродромĕнче оркестр вылярĕ, юрăсем илтĕнчĕç. Парашютист-десантниксем тăшман тылне вĕçме хатĕрленеççĕ. Пурин те кăмăлĕ савăк. Пĕрремĕш самолетсем курăнчĕç. Командăпа вĕсем патне утатпăр. Офицерсен ушкăнĕнчен йăрăс кĕлеткеллĕ, çутă, вăтам пỹллĕ майор уйрăлса тухать. Хăйĕн пичĕ çинче кулă вылять. _ Вĕçетпĕр, юлташсем! _ кăшкăрать вăл, тата та тем калать, анчах сассине моторсен шавĕ хуплать. Çак майор _ бригада штабĕн начальникĕ Александр Филиппович Беляев. Ăна пурте паллаççĕ: вăл час-часах тактика занятийĕсем ирттеретчĕ, пирĕнпе пĕрле йĕлтĕрпе 10-шар çухрăм чупатчĕ. Халĕ вара вăл десантăн пĕрремĕш эшелонне ертсе пырать. ... Нумай та вăхăт иртмерĕ _ эпир тăшман тылĕнче. Десантниксене нимĕçсем асăрхарĕç, çавăнпа та лăпкăн анса ларма май килмерĕ. Пирĕннисемпе тăшмансен самолечĕсем хутшăнсах кайрĕç. Парашютсемпе сикетпĕр, фашистсем пулеметсенчен переççĕ, анса лармалли çĕре бомбăсем пăрахаççĕ. Беляев сасси илтĕнет: "Десантниксем, ман патне!" Вăл яланхи пекех ĕçлĕ, лăпкă. Ун йĕри-тавра пульăсем вĕçмеççĕ, бомбăсем сирпĕнмеççĕ тейĕн. Десантниксем ун патне чупа-чупа пычĕç, вăл вĕсене çывăхри вăрмана ăсатса тăчĕ. _ Беляев пирĕнпе, эппин веçех йĕркеллĕ пулĕ, _ илтетĕп такам калаçнине. Ирхине десант аннă вырăна эсэсовецсен чаçĕсене, танксене чĕнсе илни паллă пулчĕ. Вĕсем совет салтакĕсене çавăрса илсе пĕтерме шутланă. Десантниксен оборона тытма лекрĕ. Калас пулать, пурте халиччен çапăçăва кĕрсе курманскерсемччĕ эпир. Хумханса пĕрремĕш çапăçăва кĕтетпĕр. Мĕншĕн хумханса? Мĕншĕн тесен пĕлетпĕр, тăшманăн кунта авиаци, танксем, артиллери. Пирĕн вара çăмăл хĕç-пăшал кăна. Беляев ирхи кỹлĕм хавас кăмăллăччĕ: "Автоматна ил, аслă сержант", _ терĕ вăл мана. _ Оборона йĕркелеме каятпăр". Ротăсенче вăл пулеметсен, танка хирĕç пемелли пăшалсен позицийĕсене тĕрĕслерĕ, темиçе те: "Тăшман çĕмĕрсе кĕрсен? Танксем пулсан?" тесе ыйтса çапăçăвăн тĕрлĕ варианчĕсене пăхса тухрĕ. Беляев тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕ, кирлĕ йышăнусем тума пулăшрĕ. Александр Филиппович ăçта калаçса иртсе кайнă, унта пурте çĕкленỹллĕ кăмăлпа юлнă. Вăл салтаксен йывăр шухăшĕсене сирсе хăй çине илнĕ пекех туйăнатчĕ. Штаба кайнă чух Беляев шухăшлăччĕ. _ Çул шухăшлаттарать, _ терĕ вăл. _ Йĕри-тавра вăрман, шурлăх. Танксен çулне минăсем хурас _ усси çук. _ Снарядсем хурсан? _ Ăçтан? _ Çырмара вĕсем купипех, тутăхнă тулĕк. _ Тупсăм-çке ку! Нумай та вăхăт иртмерĕ, десантниксем çула чавса снарядсем хурса тухрĕç те. Часах çак пысăк фугас фашистсен малта пыракан танкне сирпĕтсе ячĕ. Танксене çул çинчен пăрăнма йывăр пулчĕ, вĕсем чылай вăхăта чарăнса ларчĕç. ...Хĕвел те анма пуçларĕ. Йывăр çапăçу нумая тăсăлчĕ. Вуншар фашист танкĕ çунчĕ, темиçĕш вара пирĕн оборонăна татса кĕчĕç. Çывăхри хутор çунчĕ. Команда пункчĕпе батальонсем хушшинче çыхăну çухалчĕ. Сылтăм флангра йывăр лару-тăру тухса тăчĕ. Беляев тỹрех унта кайрĕ. Вăрмантан шеренгăпах эсэсовецсем тухрĕç. Автомачĕсене çакса парадри пек пыраççĕ. Малта вара _ танксем. _ Ан перĕр, çывăхарах килччĕр! _ Беляев приказне пурин патне те çитереççĕ. Вăл тарăн мар окоп çумĕнче тăрать, ăна нумайăшĕ кураççĕ. Хура çар çывхарсах пырать, танксем çумрах ĕнтĕ... Пĕри гранатăсен çыххипе вĕсене хирĕç шурĕ. _ Ого-нь!, _ команда пачĕ те Беляев, хăй те тỹрех выртса автоматран пере пуçларĕ. Тăшман выртма, унталла-кунталла чупма тытăнчĕ, вĕсен шучĕ чака пуçларĕ. Окопсем патне çитнĕ танксем çине гранатăсем вĕçрĕç. Пĕр танкĕ вырăнта çаврăнчĕ, теприн гусеници татăлса ỹкрĕ... Тăшман атаки татах пăчланчĕ... Çулталăк ытла иртрĕ. Атăл хĕрринчи çапăçусем те кĕрлесе иртрĕç. Гвардеецсем Днепр патнелле çывхарса пычĕç. Дивизин командирĕ Цветков йывăр аманнă. Командовани штаб начальникĕн Беляев полковникăн аллинче. Фашистсем ялсене çунтараççĕ. Пур çĕрте те тĕтĕм, пушар. Днепр çинче те вут-çулăм. Кимĕсем, сулăсем _ мĕн кăна усă курмаççĕ-ши юхан шыв урлă каçма? Пĕрремĕш подразделенисене юхан шыв урлă каçарассине Беляев ертсе пырать. Пĕр пĕчĕк плацдарма _ Сошиновка ялне илсенех вăл хăйĕн оперативлă ушкăнĕпе унта каçрĕ. Плацдарм чиркỹн чан çапмалли тăрринчен анчах курăнать. Унта сăнав пункчĕ йĕркеленĕ. Чиркĕве мĕн чухлĕ снарядпа пуля лекнине шутласа та пĕтерес çук. Беляев ниçта та пăрăнмасть. "Эпĕ çапăçу хирне курма тивĕç", _ хуравлать вăл пурне те. Плацдарм кăштах сарăлсан Беляев малалла куçать. Гитлер çарĕ пĕр чарăнмасăр контратакăлать. Днепр тăрăх кĕпер те, паром та çук. Вăй пĕтнĕ. Плацдарма çавах алăран вĕçертмелле мар. Унта та кунта йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Беляев вут-çулăм витĕр чи йывăр вырăнсене çитсе салтаксене тĕслĕх кăтартать, хавхалантарать. Тăшман контратакисене сирсех пыратпăр. Плацдарм анлăланать. Вăл хăйĕн уссине вăхăтĕнче кăтартĕ-ха. ...Украинăра, Кировоградран инçех мар, Верблюжка сали пур. Ăна тăшманран хăтарассишĕн çапăçу йывăр иртнĕ. Пирĕн атакăна кĕрекен салтаксем çине вуншар самолет бомба пăрахнă, фашистсем контратакăланă. Гвардеецсем пĕрех салана тăшманран хăтарнă. Верблюжкăран иртнĕ хыççăн пĕр полк малалла куçасси чарăнса ларнă, Беляев тỹрех унта тухса каять. Çакăнти çапăçура пуçне хурать вăл. Хăюллă, харсăр офицер паттăрла вилет. Дивизин штабне Днепр паттăрĕсене СССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕн Указĕпе наградăлани пирки телефонпа пĕлтереççĕ. Александр Филиппович Беляева Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Анчах та Указ çинчен вăл пĕлсе ĕлкĕреймест. Пирĕн дивизи хĕвел анăçнелле кайрĕ. Верблюжка салинче вара пуриншĕн те хаклă вил тăпри юлчĕ. Пирамида çинче Хĕрлĕ çăлтăр, Беляевăн йăл кулăллă портречĕ. Иртсе пыракан салтаксем офицер-паттăр ертсе пынă тĕллеве пурнăçлама, çитес çĕре çитме тупа тăваççĕ. Вĕсем унта çитеççĕ те. Вăл та салтаксен чĕрисенче пĕрле çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика