Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ йĕрке çирĕп ыйтать

02 августа 2008 г.

Район территорийĕнчи тирпейлĕхпе тасалăхшăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, юридика сăпатĕнчи тата уйрăм çынсем яваплă пулса тăраççĕ. Федерацин 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 131-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" Саккунпа килĕшỹллĕн вырăнсенчи _ ял тăрăхĕсенчи тĕп ыйтусенчен пĕри _ тирпей-илем кĕртесси, ял тăрăхĕн территорийĕсенче йывăç-тĕм лартса çитĕнтересси. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем ял тăрăхĕсенчи территорисене тирпей-илем кĕртмелли йĕркене çирĕплетме сĕнсе каланине шута илсе çитес вăхăтра пур ял тăрăхĕнче те çĕнĕ йĕркесене ĕçлесе хатĕрлессине вĕçлемелле. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, маларах асăннă федерацин саккунĕпе килĕшỹллĕн, çырмасемпе юхан шывсен çыранĕсенчи, пăралуккасемпе çырмасенчи, обществăлла вырăнсенчи, урамсенчи санитари тасалăхĕшĕн уйрăм хуçалăхпа пурăнакан кил хуçисенчен тата должноçри çынсенчен çирĕпрех ыйтма палăртнă. Çакна ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем йĕркелесе пыраççĕ. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче _ урамăн çынсем çỹрекен пайĕсенче, тротуарсемпе газонсен таврашне çỹп-çапа, таса мара пуçтарса купалама чармалла. Кил-çуртра, суту-илỹ организацийĕсемпе обществăлла апатлану, культура, ача-пăча тата сывату заведенийĕсенче усă курнинчен юлнă ăпăр-тапăра, çỹп-çапа уйрăм çынсемпе асăннă организацисем хăйсен ирĕкĕпе е ку тĕлĕшпе ятарласа ĕçлекен организацисемпе килĕшỹ туса илсе тухассине йĕркелемелле. Çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ каяшсене Раççей Федерацийĕн саккунĕсене ыйтнине тивĕçтерекен лицензи пур организацисен анчах турттарса тухма ирĕк пур. Ятарласа палăртман вырăнта каяшсене вырнаçтарнă пулсан çав çынсен ăна хăйсен вăйĕпе тасатмалла, кирлĕ пулсан, çĕр лаптăкне рекультиваци тумалла. Юридика сăпатĕнче тăракан тата уйрăм çынсен хăйсен харпăрлăхĕнче шутланакан е усă куракан çĕрсем çинче çитĕнекен йывăç-тĕме сыхлама тивĕçлĕ пулса тăраççĕ. Ирĕк илмесĕр вĕсене касма та юрамасть. Çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнман çынсен вăйра тăракан саккунсемпе килĕшỹллĕн явап тытма лекет. Чăваш Республикин 2003 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи (22-мĕш номер, 10-мĕш статья) "Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн хуласемпе ялсен территорийĕсенче тирпей-илем тĕлĕшпе çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнманшăн асăрхаттараççĕ, е административлă штраф хураççĕ: _ уйрăм çынсене _ вăтам ĕç укçин 2 виçинчен пуçласа 10 виçи таран; _ должноçри çынсене _ вăтам ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран; _ юридика сăпатĕнчи çынсене _ вăтам ĕç укçин 100 виçинчен пуçласа 200 виçи таран. Раççей Федерацийĕн Кодексĕн 8.1, 8.2, 8.4, 8.5, 8.21, 8.41 стат-йисемпе килĕшỹллĕн административлă право йĕркисене пăснăшăн 100 пин тенкĕ таран административлă штраф хума пултараççĕ. Юлашкинчен çакна тепĕр хут асăрхаттарса калас килет: çут çанталăк сыхлавĕн тата санитари саккунĕсем ыйтнине çирĕп пурнăçласа пырар, йĕркене пăсар мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика