Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

02 августа 2008 г.

2008 çулхи утă уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснă 74 тĕслĕх тупса палăртнă: вĕсенчен виççĕшне _ хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн, 12-шне обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн, çул-йĕр правилисене пăснăшăн _ 39-шне (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 6 çынна айăпланă. Çемьери хирĕçỹ Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче 20 сехет тĕлĕнче Кипеç ялĕнчи К. амăшĕпе харкашу пуçарнă. Асăннă ĕçпе тĕрĕслев материалĕсем пуçтараççĕ. Хĕненĕ Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче ỹт-пỹ çинчи сурансене пула Тỹскелти К.-на Елчĕкри тĕп больницăна илсе пынă. Асăннă ĕçпе уголовлă ĕç пуçарнă. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ел-чĕкри тĕп больницăна ỹт-пỹ суранĕсене пула Çĕнĕ Пăвари Ш.-на илсе пынă. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ШĔМĕн Елчĕкри шалти ĕçсен пайне утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Таяпари К. Шуршури К.-на хĕнесе пĕтерни çинчен хыпар килнĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Тĕрлĕрен Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайне Кивĕ Арланкасси ялĕнчи "Валерия" лавккан укçине салатнă пирки пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпари М. кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вологдăна ĕçлеме тухса кайнă хыççăн хăй çинчен пĕр хыпар та паманни пирки пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче 1985 çулта çуралнă Аслă Елчĕкри П. пĕр ял çыннин укçа енчĕкĕнчен 130 тенкĕ кăларса илнĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче 20 сехетре Кавал ялĕнче ВАЗ-21063 автомашинăна тытса чарнă (водителĕ асăннă ялтан), унта вăрланă топливо пуррине тупса палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика