30 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн çурринче районсенчи социаллă аталану (культура) пайĕсене ертсе пыракансем, ялсенчи культура учрежденийĕсен пуçлăхĕсем Муркаш районне пуçтарăнтăмăр. Унта Чăваш Ен Президенчĕн 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăя кĕнĕ "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" Указне пурнăçлас енĕпе анлă канашлу иртрĕ. Культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова чи малтан тумалли тĕп ĕçсене палăртрĕ, культура сферине укçа-тенкĕ тата пултаруллă çынсене явăçтармалли мелсене уçса пачĕ. Роза Михайловна ялсенчи культура çурчĕсемпе керменĕсен пуçлăхĕсене чăн-чăн директор пек туйса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. "Культура ĕçне хывнă кашни тенкĕпе питĕ пĕлсе, тĕплĕн виçсе усă курмалла, культура вучахĕн пуçлăхĕн ял тăрăхне ертсе пыраканĕ хушнисене итлекенĕ кăна пулмалла мар, хăйĕн пуçаруллă пулмалла", _ терĕ вăл. Суту-илỹпе промышленность политикин президенчĕ И.Кустарин культура учрежденийĕсенче социаллă партнерсен тата республикăри ĕçпе тивĕçтерекен пĕрлешĕвĕн тытăмне туса хумалли тата аталантармалли майсемпе паллаштарчĕ, уйрăмах ял туризмне илĕртỹллĕ тумаллине, культура ыйтăвĕсемшĕн клуб пуçлăхĕсен çеç мар, мĕнпур халăхăн тăрăшмаллине палăртрĕ. Культура министерствин халăх пултарулăхĕн, музей тата библиотека ĕçĕсен секторĕн пуçлăхĕ Т.Дмитриева ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене республика бюджечĕ шучĕпе оборудованипе пуянлатма конкурс тăрăх суйласа илмелли йĕрке çинчен каласа пачĕ. Кашмашри культура çурчĕ тĕслĕх ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш учреждени пулчĕ республикăра. Пур çĕрте те тирпейлĕ, çутă, чăннипех те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Республикăн тĕллевлĕ программине тĕпе хурса халăха паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ỹстерес тĕллевпе культурăпа кану учрежденине хальхи вăхăтри техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Р.Лизакова министр Кашмашсене ырларĕ, вĕсен ĕçĕ ыттисемшĕн чăннипех тĕслĕх пулнине çирĕплетсех каларĕ. Виçĕ çул хушшинче республикăра 200 ытла клуб учрежденийĕ тĕслĕх ятне илмелле, кăçал вара 18 клубпа культура çурчĕ тивĕçмелле. Ку енĕпе эпир те, районти ытти культура учрежденийĕсем те, çанă тавăрса ĕçлетпĕр. Кăçал мар пулсан, çитес çул тĕслĕх ятне илмеллех. Хальхи вăхăтра хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Иртнĕ çул пĕрремĕш хута çĕнĕ сăн кĕртнĕччĕ, халĕ иккĕмĕшĕнче вăй хуратпăр. Çывăх кунсенче электрооборудование тĕпрен улăштарасшăн, маччана юсасшăн. Ĕçлемелли нумай, çапах ỹпкелешместпĕр. Çĕнĕ вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет.