Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем юлсан яла, вăл çĕкленĕ тăвалла

30 июля 2008 г.

Юлашки çулсенче çамрăксенчен чылайăшĕ ялтах тĕпленсе пурăнас ĕмĕтлĕ пулни палăрать. Çакна кашни ялтах çамрăк çемьесен çĕнĕ çурчĕсем çĕклене-çĕклене ларни те аван çирĕплетет. Чăн та, мĕншĕн юлас мар ялта? Юлашки вăхăтра пурнăç шайĕ ỹссех пырать-çке. Районсенче кермен евĕр капăр çуртсем, лавкка-кафесем, Европăпа Америка çĕршывĕнче те час-час тĕл пулайман физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем, хытă сийлĕ автоçулсем, тĕслĕх вулавăшсем хута каяççĕ, шкулсенче хуларинчен кая мар пĕлỹ илме май пур. Ял çамрăкĕсен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес тĕллевпе те культура çурчĕсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çуртсенче те хăтлă. Вĕсем çут çанталăк газĕпе хутăнаççĕ. Çамрăксемшĕн чи пĕл-терĕшлĕ ыйту вăл _ çурт-йĕр çавăрасси. Çак ĕçре патшалăх пысăк пулăшу панине, тĕллевлĕ программăсем йышăннине палăртмалла. Наци проекчĕсем те яла ура çине тăратас ĕçре витĕм кỹреççĕ. Хулара пурăнакан çамрăк çемьесем паянхи кун Раççей Федерацийĕн 2002-2010 çулсенчи тĕллевлĕ "Çурт-йĕр" программăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăпа анчах усă курма пултараççĕ пулсан, яллă вырăнсенче çурт çавăракансене "Ялсен 2010 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕ" программа пулăшать. Вĕсем пирки эпир хамăр хаçатра час-часах çыратпăр. Чылай çемьесен маларах пăшăрхануллă çак калаçуччĕ: "Хам вăтăр тултарман та, мăшăрăм кăçал вăтăр тултарса ĕлкĕрчĕ. Патшалăх программипе усă курса ĕлкĕреймерĕмĕр çав". Халĕ ку ыйтăва татса панă. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăна хутшăнакансен çулне 30 çултан пуçласа 35 çул таран ỹстерчĕç. Маларах асăннă программăсем пулăшнипе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çемьесем пирĕн хушăмăрта сахал мар. Иртнĕ çул вĕсен йышĕ 33-пе танлашрĕ. "Ялсен 2010 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн вĕсене 4 миллион та 570 пин те 140 тенкĕ, "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăпа 6 миллион та 902 пин те 173 тенкĕ субсиди панă. Сăмахран, "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограмма пулăшнипе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Александрпа Наталья Павловсем çурт тунă, Аслă Елчĕкри Алек- сандрпа Маргарита Убасевсем хваттер, Елчĕк ял тăрăхĕнчи Женьăпа Наталия Максимовсем çурт илнĕ. "Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи Владимирпа Ирина Яковлевсем, Курнавăшри Ольгăпа Николай Крысовсем, Лаш Таяпари Аленăпа Владислав Арефьевсем тата ыттисем те çурт çĕкленĕ. Çак пархатарлă пулăшушăн çемьесем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Президенчĕсене, районти ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Çамрăксене паян ялта пурăнма условисем çителĕклĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх хỹттинче. Тăрăшса вĕренме, ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă, витĕр пĕлекен специалистсем, ĕçченсем кашни отрасльтех кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика