30 июля 2008 г.
Елчĕкрен инçетре вырнаçнă ялсен пурнăçĕ хăй еккипе, майĕпен пыни куç кĕрет. Вăрман çумĕнче ĕçчен те типтерлĕ халăх пурăнать тени тепĕр чухне тĕрĕсе те килмест иккен. Çак кунсенче ятарлă комисси Шăмалак, Яманчỹрел ялĕсене çитсе унти тирпей-илемпе, тасалăхпа интересленчĕ. Мĕн калăн, ял çыннисен хапхисен умĕнче унчченхи пек вăрмантан илсе тухнă вут-шанкă выртмасть. Халĕ кунта вĕлтĕрен, эрĕм, тал пиçен ашкăрать. Ял варринче, çынсен çĕр улми пахчи çумĕнче, хапха умĕнче..., кирек ăçта та. Шăмалакри Шкул урамĕнче Г.Изекеевпа А.Гавриловăн лавккисем вырнаçнă. Пĕчĕк çеç пахчара чечексем ешерес вырăнне вĕлтĕрен ỹсет. Çакă сутуçăсене те, хуçасене те интереслентермест. Лавкка хыçне кĕрсе пăхсан _ куç-пуç алчăраса каять. Унта та кунта çỹп-çап сапаланать, лавккаран тухакан тасамарлăха тимĕр пичкене мар, ун айккине пăрахаççĕ. Кунтах Кооператив урамĕнче пурăнакансен çĕрĕшнĕ сарайĕсем вырнаçнă. Вĕсемпе юлашки çулсенче никам та усă курмасть, çапах та юхăнса лараççĕ. Çул хĕрринче пурăнакан З.Кулакова вара вăрмана çырла татма, милĕк касма кайма ỹркенмест пулин те, пахча хĕрринчи хыт хурана çуласси пирки пĕрре те шухăшламасть. А.Хрисанов, В.Усанов, Н.Львов, Е.Усанова, Л.Усанов, Н.Печков хуçалăхĕсен те умри тасамарлăхран хăтăлмаллах. Яманчỹрел ялĕнчи аслă урам та тирпейсĕр, çул хĕрринче тем çỹллĕш вĕлтĕренсем ỹсеççĕ. Шăмалакран пырса кĕнĕ çĕрти Н.Прохоров хуçалăхĕ умĕнчи йывăçсем хушшинче мĕн кăна выртмасть-ши? А.Карсаков умĕнчи эрĕмсем те яла илем кĕртеççĕ тееймĕн. Икĕ ялти подстанцисем умне те пыма май çук. Вĕлтĕрен ăшнех путма пулать. Çавăн пекех Елчĕк _ Шăмалак çул хĕррипе тем çỹллĕш ỹснĕ хыт хура вăррисене тăкса ларать. Шăмалак, Яманчỹрелĕн автобус чарăнăвĕсен йĕри-тавра мĕн кăна ỹсмест-ши? Çак ялсенчи тирпей-илем кунта пурăнакансене те, Лаш Таяпа ял администрацийĕн, ялти çутăсемшĕн яваплă организацин, "Яльчикская" çул-йĕр тăвакан куçса çỹрекен механизациленĕ колонна ертỹçисене те шухăшлаттармасть иккен. Апла пулсан тирпейлĕхшĕн яваплă районти ĕçченсен çак енĕпе çирĕп мерăсем йышăнмаллах. Çитес вăхăтра районти комисси çак тăрăха тепĕр хут çула тухать. Çавăнпа унччен урамри хăтлăхшăн кашнийĕн пысăк тỹпе хывмалла. Уйрăм хуçалăхсен хăйсен умĕсенчи, айккинчи, хĕрринчи лаптăксене (25 метр таран) пăхса, тасатса тăмалла. Пĕррелĕхе асăрхаттарăпăр, тепрехинче пуçран никама та шăлмăпăр. Тасалăхпа тирпей-илем никамшăн та мар, хамăршăн кирлĕ. Район центрĕ çумĕнче пурăнатăн-и, е инçетри Шăмалакра _ ял сăн-сăпачĕ хитре те илемлĕ пулмалла.