30 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 457 гектар ("Прогресс" ЗАО _ 125 гектар, "Аранчеево" ООО _ 40 гектар, "Колос" ЯХПК _ 65 гектар, "Сатурн" ЯХПК _ 43 гектар, "Рассвет" ЯХПК _ 60 гектар, "Победа" ЯХПК _ 29 гектар, "Комбайн" ЯХПК _ 40 гектар, "Знамя" _ 55 гектар) вырнă. Çав шутран ыраш _ 239 гектар, кĕрхи тулă _ 169 гектар, урпа _ 28 гектар. Акционерсен "Прогресс" обществинче (Ĕнел бригади) 5 гектар çинче урпа çапса тĕшĕленĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма 4901 тонна (62 процент) утă, 26890 тонна (111 процент) сенаж, 3989 тонна (23 процент) силос хатĕрленĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксене 2113 гектар çулнă.