Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалăка уçрĕ

30 июля 2008 г.

Каçалăка уçрĕ Акционерсен "Прогресс" обществин Ĕнелĕнчи бригадинче кашни çулхи пекех хальхинче те вырма каçалăкне уçма çăмăл алла _ Валерий Куприянова шанса пачĕç. Сăмах май, Валерий Зинонович _ ял хуçалăх предприятийĕн тĕп инженерĕ, хĕрỹ вăхăтра "Дон-1500 Б" комбайн штурвалĕ умне ларать. Анатолий Куприянов бригадирпа пĕрле хирте пулса куртăмăр. Уйра çитĕннĕ пуянлăха курсан, чăннипех, чун-чĕре савăнăçпа тулать. Çум курăксене хирĕç кĕрешсе тĕш тырă культурисен пĕтĕм лаптăкне (350 гектар) наркăмăшлă им-çампа сапнăран анасем таса. Çавна май Валерий Куприянов механизатор урпана çийĕнчех тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме пикенчĕ. Минераллă удобренисемпе усă курни те куç умĕнче, ял хуçалăх культурисен пучахĕсем тулли. Çапла майпа, çанталăкĕ уяр тăрсан, бригадăри уй-хир ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме пултарасса çирĕплетсех калама май пур. Бригадăра тыр-пула пухса кĕртме пурĕ 3 комбайн хутшăнать. Пĕринпе, каларăмăр, Валерий Куприянов ĕçлет, ыттисем те шанчăклă çынсен аллинче, вĕсен хуçисем _ Сергей Владимиров тата Алексей Владимиров. Акционерсен "Прогресс" обществин черетлĕ вырмара тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 1300 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çак ĕçсене пурнăçлама 9 комбайн хутшăнать. Паян-ыранах хуçалăха тепĕр çĕнĕ йышши "Агрос" "уй-хир карапĕ" килсе çитмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика