Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсен коллективĕсен ĕçне тивĕçлипе хакланă

30 июля 2008 г.

Тунти кун район пуçлăхĕ Н.Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени, вырмана ăнăçлă ирттерсе ярасси пирки, кулленхи ытти ыйтусене тишкернĕ. Шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси пирки район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый чарăнса тăнă. Кăçал тĕрĕслеве пĕр уйăх маларах ирттернĕ. Çакă асăрханă çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме, педагогика коллективĕсене çурла уйăхĕнче лăпкăрах пулма май парать. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, кăçал шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне питĕ лайăх хатĕрленĕ. Санитарипе эпидемиологи, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме кирлине асăрхаттарнă, "Вĕрентỹ" наци программипе килĕшỹллĕн шкулсене çĕнĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа, словарь-справочниксемпе тивĕçтернĕ. 13 шкулта музей йĕркеленĕ, чылай çĕрте ача сачĕсене шкулсемпе пĕрлештернĕ. Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илни пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма, ачасене тарăн пĕлỹ пама чылай пулăшать. Шкул коллективĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă май район пуçлăхĕ Н.Миллин малашне те вĕсем Раççейри, Чăваш Енри конкурссене анлăрах хутшăнасса шанса тăнине палăртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсене, выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан техникăна хаклас тĕлĕшпе "Комбайн" ЯХПКра ирттернĕ районти семинар-канашлăвăн итогĕсене район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина пĕтĕмлетнĕ (материал паянхи номерте пичетленет). Район пуçлăхĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕнĕлĕхсене кашни хуçалăхрах ĕçе кĕртме, тулăх, ешĕл апатпа усă курса сĕт туса илессине ỹстерме кирлине палăртнă. Канашлура тирпей-илем кĕртес, криминаллă лару-тăрăва хаклас тата ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика