Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха хапсăнсан

26 июля 2008 г.

Ют пурлăха хапсăнаканăн саккун умĕнче явап тытма тивет. Темшĕн чылайăшĕ çакăн пирки суд сакки çине ларсан анчах аса илет. Курнавăш ялĕнчи Фоминсем çăмăллăнах пуйма шут тытнă. А.В.Фомин ашшĕпе _ В.П.Фоминпа Çуткỹл ялĕ хĕрринче вырнаçнă пушă фермăна (ăна "Заря" ЯХПКран "Клевер" ООО арендăна илнĕ) куç хывнă. Кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çакскерсем малтанах каварлашса фермăран решеткеллĕ 7 чукун плита вăрласа тухнă. Кунпа çеç çырлахман хайхисем. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирхине 4 сехет тĕлĕнче каллех çак фермăна çул тытнă. Хальхинче решеткеллĕ 12 чукун плита, тимĕр такана, электродвигатель илĕртнĕ вĕсене. Яланах ĕç ăнать тесе шутланă пуль те кукăр алăллăскерсем, çапах та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ирхи "хăнасене" аякках кайма паман, Комсомольски районне кĕрекен Нĕркеç ялĕнче тытса чарнă. Район сучĕ Фоминсен ĕçне пăхса тухнă. Вĕсене РФ УК 158 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттарнă. Сăмах май çакна палăртса хăварас килет. "Клевер" ОООн, ытти ял хуçалăх кооперативĕсен хăйсен пурлăхне сыхласа упрассипе яваплăха ỹстермелле. Темиçе тенкĕ перекетлесе хуралçă тытманни хака кайса ларма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика