Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди парса пулăшатпăр

26 июля 2008 г.

Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемелли хаксем ỹснĕ май халăха субсиди пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир Раççей Правительствин 2005 çулта йышăннă 761-мĕш йышăнăвне тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Унăн тĕп тĕллевĕ _ сахал тупăшлă çемьесене çурт-йĕре тытса пынăшăн субсиди парасси. Чăваш Республикинче çак тивĕçе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районсенчи социаллă хỹтлĕх пайĕсем пурнăçласа пыраççĕ. Граждансем патшалăх пулăшăвне пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тăкаксемшĕн парăмсем çук пулсан илме пултараççĕ. Граждансем заявление уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен парсан субсиди çав уйăх пуçламăшĕнченех парăнать, 16-мĕшĕнчен пуçласа уйăх вĕçĕччен парсан _ тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен. Субсиди ултă уйăха шутланса парăнать. Ăна илес тесен граждансен заявленипе пĕрле çакăн пек документсем тăратмалла: _ çемье членĕсен юлашки 6 уйăхри тупăшне кăтартакан справка; _ çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн справка; _ электричествăшăн юлашки 6 уйăхра тỹленĕ квитанцин ксерокопийĕсем; _ çăмăллăхпа усă курнине палăртакан удостоверени ксерокопийĕсем; _ çемьери мĕнпур çыннăн паспорт ксерокопийĕсем; _ ачасен çуралнă хучĕсен ксерокопийĕсем; _ хуçалăх кам çинче тăнине çирĕплетекен документăн ксерокопийĕ. Субсиди илес тесен ĕçлекенĕн пурăнмалли вăтам ĕç укçин виçи 3927 тенкĕрен, ачасен 3584 тенкĕрен, пенсионерсен 2956 тенкĕрен иртсе каймалла мар. Ыйтусем пулсан социаллă хỹтлĕх пайĕнчен тĕплĕн ыйтса е 2-00-15 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика