Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Начаррисем çук, лайăххисем нумай

26 июля 2008 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине çурла уйăхĕнче пăхса тухаканччĕ. Кăçал вара ку ĕçе чылай иртерех пуçăнчĕç. Ятарлă комисси членĕсем палăртнă çитменлĕхсене авăн уйăхĕ çитиччен чылай малтан пĕтерсен шухăшĕ сахалрах-çке. Иртнĕ çулсенче учительсем отпускра та сахал каннă пулсан, халĕ вара çу уйăхĕсенче туса çитермелли килти ĕçсене пурнăçлама та вăхăт çителĕклех. Виçĕ ушкăн çỹрерĕ шкулсенче. Ĕç кунĕ вĕçленес умĕн комисси членĕсем райадминистрацин пĕчĕк залне пуçтарăнчĕç, комисси ертỹçисен, членĕсен шухăшĕсене тĕпе хурса хăш шкул лайăх хатĕрленнине тĕплĕн тишкерчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен чи маттуррисем Елчĕксем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кушкăсемпе Курнавăшсем пайларĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Таяпа Энтрисем чи лайăххисем. Çуткỹлсемпе Чăваш Тăрăмĕсен шкулĕсем ик-кĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Призлă вырăнсем йышăннă шкулсем илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе, çутăлăхĕпе вĕренекенсене хăйсем патне кăчăк туртаççех. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан ушкăн чи малтанах Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула çитрĕ. Ытти шкулсенчи пекех кунта та ачасен йышĕ çулран-çул чакса пырать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 123 ача вĕреннĕ пулсан, кăçал, малтан палăртнă тăрăх, шкула 98 вĕренекен килмелле. Иртнĕ çул пĕрремĕш классем виççĕн пулнă пулсан, кăçал 7 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кĕçĕн классем валли çĕнĕ партăсем, доскасем илнĕ. Классем çуталса лараççĕ, сăрă лекмен вырăн хăварман. Çĕнĕ оборудовани нумай туяннă шкул администрацийĕ. "Укçи-тенкине ăçтан тупрăр?" _ тесе ыйтсан, А.Чермаков директорăн хуравĕ çирĕп пулчĕ: "Хамăр ĕçлесе илнĕ". Шкулăн 13 гектар çĕр пур. Унта нумай çул ỹсекен курăкне те, çĕр улмине те акса-лартса ỹстереççĕ. Вĕсене сутса тунă укçа-тенкĕпе хальхи йышши оборудовани туянаççĕ. Пĕлтĕр 200 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ пулсан, кăçал та тупăш сахал мар пуласса шанаççĕ. Пĕрремĕш хут çулнă утăран кĕмĕлĕ кĕнĕ те ĕнтĕ. Çĕр çинче шкул ачисемпе учительсем, ытти персонал пĕр тан ĕçлеççĕ. Çавна май юсав ĕçĕсем ирттерме ашшĕ-амăшĕнчен пĕр пус та пухмаççĕ. Паха та ырă тĕслĕх ыттисемшĕн! Çỹлтен укçа-тенкĕ антарса парасса кĕтсе тăмасăрах, столовăй валли çĕнĕ плита туяннă, ăшă шыв кĕртнĕ. Анчах смесительсем лартса ĕлкĕреймен-ха. Мастерскойра та çирĕп йĕрке хуçаланни тỹрех курăнать. Ачасене алă ĕçне вĕрентме мĕнле çеç инструмент çук кунта. Аслă Пăла Тимешри тĕп шкула пырса кĕнĕ чухне вара савăк кăмăл та хуçăлать. Тĕп алăк умĕнчи картлашкасем ваннă, шала кĕрсен вара темиçе çул каялла сарнă линолеума тимĕр татăкĕсемпе саплани куç тĕлне пулать. Кивĕ шкула çĕнĕ тĕс кĕртме çăмăлах мар-тăр, çапах коридорти стенасем çинчи стендсене улăштарасси хамăртан çеç килет. Кушкă шкулĕ юлашки çулсенче палăрмаллах ырă енне улшăнса пырать. Пĕлтĕр Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илни те шкула нумай енĕпе пуянлатрĕ. Унсăр пуçне кунти кашни педагогăн тăрăшулăхĕ пысăк пулнине пытараймăн. Иртнĕ çулсенче классене обой çыпăçтарса илем кĕртнĕччĕ, кăçал вара çĕнĕ требованисене пурнăçласа стенасене хырса тасатса çутă симĕс тĕспе сăрланă. Классем, коридорсем илемлĕ те çутă. Кашни класра тенĕ пекех телевизор, DVD. Вĕренме те, вĕрентме те мĕнпур услови çителĕклĕ. Ытти çулсенче кунта шыв ыйтăвĕ çивĕчрех тăнă пулсан, кăçал ăна та пĕтернĕ _ пусă чавнă. Энтепесем кăçал спорт комплексĕ, садикри ачасене вылямалли площадка ăсталанă, вĕри шыв кĕртнĕ. Ăстасене тытса укçа-тенкĕ тăкакламаççĕ кунта, директорпа завхозăн аллисем пур енĕпе маçтăррине, çавăн пекех газ операторĕсем _ Н.Садовников, А.Веников, А.Клементьев маттуррине палăртаççĕ. Шăмалаксемпе Яманчỹрелсем те сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, çапах кăлтăксем пур-ха. Яманчỹрелсем çĕр участокĕ çинче хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акса услам тума та пултарнă. Чи юлашкинчен кăçал Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ Лаш Таяпара пултăмăр. Ыттисемпе танлаштарсан, шкулăн участокĕ калама çук лайăх кунта. Палисадниксенче темиçе тĕрлĕ чечек ỹсет. И.Павловăпа Л.Князева педагогсем яваплă участокшăн. Вĕсем ячĕшĕн çеç ĕçлеменни тỹрех курăнать. Шкул çĕнĕ оборудованипе пуян. Грантпа илнĕ сĕтел-пукан, ытти тĕрлĕ оборудовани пурте килсе çитеймен те-ха. Автобус валли гараж купалама май çитернĕ Лаш Таяпасем. Комисси пулнă пур шкулсенче те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман тĕслĕхсем пур. Вĕсене кĕске срокра пĕтерме тăрăшмалла. Ача сачĕсемпе те паллашрăмăр çак кун. Вăтам шкулсенче уçăлнă вĕсем. Чи хăтли вара _ Кушкăсен. Шăмалаксен садикĕ типлă çуртра вырнаçнăран унта та начар мар. Яманчỹрел ачисем те йышлăн унта. И.Воронова заведующи автобуспа лартса çỹрет пĕчĕкскерсене. Часах садик уçăлни 20 çул çитет. Шкулсенчи тепĕр пуянлăх вăл _ библиотека. Юлашки çулсенче çĕнĕ кĕнекесемпе уйрăмах нумай тивĕçтернĕ. Энциклопедисемпе словарьсене акă, наци проекчĕпе килĕшỹллĕн панă. Тепĕр ырă пулăма асăрхамасăр иртме çуках. Шкулсенче музейсем йĕркелени пирки сăмахăмăр. Кивĕ Эйпеçре коридортах вырнаçнă вăл, иртсе пынă май унти япаласемпе паллашма пулать. Шăмалакри ача садĕнче те пĕр пĕчĕк пỹлĕм уйăрнă музей валли. Вĕренекенсем сахалланса пынă май пушă классем пур шкулсенче. Апла пулсан аваллăх япалисене упрама кашнийĕн вырăн пур. Йĕркелесе çеç ямалла ăна пур çĕрте те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика