Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсене ăшшăн кĕтсе илччĕр

26 июля 2008 г.

Вĕренекенсене ăшшăн кĕтсе илччĕр Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пыракан ушкăн Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăм, Тăрмăш, Аслă Таяпа, Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Хăвăлçырма шкулĕсенче пулчĕ, вĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленесси мĕнле шайра пулнипе интересленчĕ. Сакăр шкулта пулнă май çакă паллă пулчĕ: çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе кашни шкултах юсав ирттернĕ. Комисси членĕсем пынă тĕле чылайăшĕнче сăрă шăрши те сирĕлменччĕ-ха. Анчах та шкулсене сăрласа илемлетнипех лăпланса лараймăн, ачасене йышăнма хатĕр тесе калаймăн. Пĕлỹ çурчĕсене хăтлăх кĕртнисĕр пуçне вĕренекенсене лăпкă лару-тăрура ăс пухма условисем çителĕклĕ пулмалла. Шкулсем чи малтанах пушар хурăшсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермеллине, çавна май вĕсенче чылайăшĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсене палăртрĕ районти пушар хурал пайĕн инструкторĕ В.Григорьев. Чи малтанах электропралуксен юсавлăхне тĕрĕслерĕ вăл. Огнетушительсене тĕрĕслесе тăнисĕр пуçне вĕсемпе ĕçлеме шкулăн пур коллективне, аслă классенчи ачасене вĕрентмелле. Эвакуаци планне хальхи инструкципе килĕшỹллĕн çĕнетсе хатĕрлемелле, инкек-синкек вăхăтĕнче тухмалли алăксем чăрмавсăр уçăлмалла, кирлĕ вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх паллисем вырнаçтармалла, сигнализаци пĕр кăлтăксăр ĕçлемелле. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă тепĕр тĕслĕх _ хăш та пĕр шкул территорийĕнче газ баллонĕсем упранни. "Пушă вĕт вăл", _ теме пăхрĕç теприсем. Пушши уйрăмах хăрушă пулнине палăртрĕç комисси членĕсем. Чылай шкулта санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнмаççĕ. Çакă ачасен сывлăхĕ çине пысăк витĕм кỹрет. Уйрăмах столовăйсенче типтерлĕ пулмалла. Кăлтăксем кашни шкулта тенĕ пекех пулчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче партăсене ачасен çỹллĕшне, ỹсĕмне кура вырнаçтарманни, кирлĕ кабинетсенче алă çумалли хатĕрсем пулманни, хăш-пĕр столовăйсенче холодильниксем юсавсăрри, классенче пур лампочка та пĕр тĕслĕ çутманни е çителĕксĕрри, сăрăсемпе сăрланă чух тĕссене тĕрĕс суйламанни тата ытти те. Çĕнĕ вĕренỹ çулне питĕ лайăх хатĕрленнисен шутне комисси членĕсем Таяпа Энтри, Чăваш Тăрăм шкулĕсене кĕртрĕç. Курăмлă ĕçĕпе асăннă шкулсем çулсеренех палăраççĕ. Коридорсене, классене пырса кĕрсен яланхиллех хăтлăх хуçаланнине, стендсене çулсеренех çĕнетсе тăнине куратăн. Таяпа Энтринчи шкул çумĕнчи ача садĕнчи, столовăйĕнчи типтерлĕх те чуна çĕклерĕ. 30 теçеткене яхăн поварта тăрăшакан Т.Ларионовăпа В.Щипцовăна уйрăмах ырăпа палăртса хăвармалла. "Шкул мĕнле шайра пулни чи малтанах ертỹçĕрен килет. Опытпа паллашас тĕллевпе района килекен кирек хăш коллектива çак шкула илсе килсе кăтартсан пит пиçмест", _ пĕлтерчĕ Л.Левый. Çывăх вăхăтра кунта Тăрмăшпа Кĕçĕн Таяпа шкулĕсен коллективĕсене те илсе килсе паллаштарма тĕв тытрĕ вăл. Чăваш Тăрăм шкулĕнче те ачасен вĕрентĕвне хăтлă тăвассипе ырми-канми тимлеççĕ. Кăçалхи пысăк ĕçсен шутне столовăйне тĕпрен юсаса çĕнетни, кивĕ шкулăн çуртне пăсни кĕрет. Шкул çывăхĕнчи беседка вара кану вăхăтне кăмăллăн ирттерме май парать. Аслă Таяпа, Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Хă-вăлçырма шкулĕсенче классене, коридорсене пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн картишне тĕрлĕ тĕспе капăрлăх кỹрекен чечексем вара кăмăла çĕклерĕç. Чăваш чĕлхи кабинечĕ çумĕнче чĕлхеçĕн ĕç кабинетне туса хунине те ырламалла. Аслă Таяпара акт залне çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Шкул çумĕнчи "Березка" ача сачĕн пỹлĕмĕсенчен инçех мар медицина кабинетне хута янă, туалет тăррине юсанă тата ытти те. Тĕмерти котельнăй чи типтерлисен шутĕнче пулнине те палăртмасăр иртеймĕн. Çĕнĕ вĕренỹ çулне кашни шкултах хатĕрленнĕ пулсан та тĕрĕслев ушкăнĕ Тăрмăшпа Кĕçĕн Таяпа (кунта кăçал пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан тĕп шкул тăваççĕ) шкулĕсене хатĕрех маррисен шутне кĕртрĕ. Асăннă шкул коллективĕсем пĕрре те ĕçлемен мар-ха. Классемпе коридорсене сăрланă. Тăрмăш шкулĕнче ачасемшĕн ирĕклĕ, хăтлă пултăр тесе гардероб пỹлĕмне пăсса фойене пысăклатнă. Анчах та икĕ шкулĕнче те стендсене çĕнетесси çине тимлĕх уйăрман. Çав вăхăтрах пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни, столовăйсенче, япала упрамалли кабинетсенче санитари тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ пулманни ура хурать. Çак сăлтава пула Тăрмăш шкулĕнчи столовăя хупас ыйтăва та çĕклерĕç. Кунта çывăх вăхăтра спортзал тăррине юсамалла. Шкула кăçал 18 ача вĕренме килет. Вĕсенчен 3-шĕ _ пĕрремĕш класа. 18 ачана кашни кун никĕс шкулĕсене вĕренме илсе çỹресси çак пысăк шкула тытса тăрассинчен меллĕрех те, тăкаксăртарах та. Çавна май 18 вĕренекеншĕн çакăн евĕр шкула тытса тăни вырăнлă-ши _ çак шухăш канăçсăрлантарчĕ комисси членĕсене. Кĕçĕн Таяпан шкул çумĕнчи ача садне шкула куçарас тĕллевпе кунти пушă кабинетсене юсаса çĕнетес ĕçе кĕске вăхăтрах вĕçлемеллине, çавна май çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртрĕ Л.Левый. Çитменлĕхсене, туса пĕтермен ĕçсене çывăх вăхăтра пĕтересчĕ, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсене ăшшăн кĕтсе илесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика