Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлỹллĕ сутуçăсем çепĕçрех

26 июля 2008 г.

Пĕлỹллĕ сутуçăсем çепĕçрех Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюз правленийĕ пĕчĕк предприяти йĕркелесе ярса райпо лавккисене хăй çине илчĕ. Районти 10 суту-илỹ точки тата 5 апатлану предприятийĕ кĕрет унта. Кăçал Сăрьелĕнче хута кайрĕ вĕсен лавкки. Унччен лавккана предпринимателе арендăна панăччĕ. Çывăх кунсенче Тип Тимешре те çак предприятин лавкки пулĕ. Чăвашпотребсоюз правленийĕн лавккисенче ĕçлекенсем умри тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсенче ытларах ятарлă професси илнĕ çынсем тăрăшаççĕ. Ĕмĕрне прилавок умĕнче тăрса ирттерекенсем тавар туянаканпа çепĕç калаçма пĕлеççех çав. Ара, район центрĕнчи тĕрлĕ лавккасенче кăнттам сутуçăсемпе пĕрре мар тĕл пулма тивет. Тỹскелĕнчи Р.Михайлова сутуçă чылай çул çак ĕçре. Заведующи пуçаруллă пулнăран çур çулта Тỹскелсем 2 миллион та 234 пин тенкĕлĕх куллен кирлĕ таварсем сутнă, плана 108 процент пурнăçланă, Исемпелĕнчи Л.Иванова заведующи çамрăк пулсан та шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Иккĕн тăрăшаççĕ кунта. Вĕсем çур çулхи плана 170 процент пурнăçланă. Хăвăлçырмари Н.Купташкина сутуçă та яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çур çулта вăл 809 пин тенкĕлĕх тавар сутма пултарнă. Районти апатлану предприятийĕсенчен "Ылтăн пучах" кафе, "Пельменная" столовăй тупăшлă ĕçленине палăртма кăмăллă. В.Петрушкина, А.Сайкина, А.Антонова, М.Моисеева поварсем, Н.Афанасьева буфетчица хăйсен ĕçне çỹлти шайра пурнăçлаççĕ. Лавккасен сентрисем тулли, апат-çимĕç ассортименчĕ пуян пулни тавар кỹрсе килекенрен нумай килет. Г.Указов водительпе Г.Адюкова товаровед кулленех çул çинче. Кондитер цехĕн ĕçченĕсен таварĕсене халăх кăмăлласа туянать. Вĕсем пек тутлă капăртма пĕçерекенсем çук-ха Елчĕкре. Туй-çăнăхта ирттермелле, е ытти хаваслă каç йĕркелемелле _ О.Архилина, Ю.Скворцова, Л.Маркова, О.Карлина кондитерсен пиццисĕр, кукăлĕсемсĕр май çуках. Заказ парсан "такине" те, "сысна çурине" те пĕçереççĕ. Коллектив уйăхне 150 пин тенкĕрен кая мар тавар туса кăларать. Чăвашпотребсоюз лавккисенче çеç сутăнмаççĕ вĕсен продукчĕсем, уйрăм предпринимательсем те хаваспах сутаççĕ тутлă çимĕçĕсене. Чăвашпотребсоюзăн Елчĕкри лавккисемпе апатлану предприятийĕсене 30 çул ытла çак профессире ырми-канми тăрăшакан А.Севастьянова йĕркелесе, ертсе пырать. Кăçал ăна "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн отличникĕ" ят парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика