Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве

26 июля 2008 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕччен пирĕн таврара, Аслă Таяпа кỹллисĕр пуçне, пысăк шывсем урăх пулман. Хăвăлçырмапа Кỹлпуç çыннисем Аслă çырмана (вăл Кỹлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсем урлă Кĕтне шывне юхса кĕрет) вăхăтлăх пĕвесем туса хуратчĕç. Çав пĕвесенчи шывпа ял тата колхоз выльăхĕсене шăварнă, пушар сиксе тухсан та пĕве шывĕ инкекрен çăлăнма пулăшнă. Ачасем вара çуллахи шăрăх кунсенче иртен пуçласа мĕн каç пуличченех пĕвере шăмпăлтатнă. Анчах çурхи шыв кашни çулах пĕвесене татса каятчĕ. Çавăнпа юхан шыва татах пĕвелеме лекетчĕ. 1988 çулта "Мир" хуçалăх ертỹçи Николай Осипович Осипов правлени членĕсемпе канашласа ял хушшине пысăк пĕве туса хума тĕллев лартать. Икĕ ял халăхĕ те çак шухăша ырлать. Çав çулах пĕве проектне туса çитереççĕ те ĕç пуçланса каять. Тарăн çырмана бульдозерсемпе тĕртсе пысăк дамба хăпартаççĕ. Пĕвеленĕ вăхăтра пĕвене хăйăрпа, тăмпа тата чулпа çирĕплетеççĕ, 150 метр яхăн шыв юххи валли тимĕр бетон çаврашкасем хурса хăвараççĕ. Ăна йĕри-тавра бетонран тунă плитасемпе тата цемент растворĕпе çирĕплетеççĕ. Строительство ĕçĕсене вĕçленĕ тепĕр çулхине Николай Осипович 200 килограма яхăн хупăсăр карп вĕт пуллисене илсе килсе пĕвене ярать. Вăл вăхăтра çырмасем çап-çара пулнă, йĕри-тавра пĕр йывăç та ỹсмен. Çав çулсенче Хăвăлçырмари вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ Г.Солин пуçарăвĕпе шкул ачисем çырма тăршшĕпех тĕрлĕ йывăçсем лартса тухаççĕ. Пĕве хĕррисене хырсемпе, чăрăшсемпе тата хурăнсемпе капăрлатаççĕ. Унтанпа сисĕнмесĕрех 20 çул иртсе кайрĕ. Унти йывăçсем ỹссе вăрман пулса тăчĕç. Паян Кỹлпуç пĕви Елчĕк районĕнчи чи хитре пĕвесенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Анчах юлашки çулсенче "Кушелга" ООО хавшаса кайнă пирки пĕве хуçасăр тăрса юлчĕ. Ăна ятарласа пăхса тăракан çын та пулмарĕ. Çирĕклĕ Шăхаль администрацийĕ те тимлĕх уйăрма ал çитереймен. А.Александров вара юхăнма пуçланă пĕве çине лăпкăн пăхса тăма пултараймарĕ. Чунĕ хушнипе вăл пĕвене арендăна илчĕ. Ун йĕри-тавра пăхса çаврăннă хыççăн унăн "чирлĕ" вырăнĕсене палăртрĕ. Уйрăмах Анатолий Васильевича шыв симĕсленни пăшăрхантарать. Çавăн пирки пĕвери шыва юхтарса кăларса тасатма шутлать. Хальлĕхе вара шурă амур пулăсен чĕпписене 150 килограмм ярса хăварчĕ. Ихтиологсем каланă тăрăх вĕсем шыври симĕс курăксене çиеççĕ, юхман шывсене тасатма пулăшаççĕ. Çирĕм çул хушшинче пĕвене пĕрре те юсаман. Вăхăт вара никама та, ниме те шеллемест. Шыв юхăмĕн çаврашкисен хушшисем çурăлма пуçланă, тĕпĕнче ланкашка пулса тăнă. Анатолий Васильевич çав хушăсене цемент растворĕпе сĕрсе тухрĕ. Çав ĕçре ăна Д.Пирогов пулăшса пычĕ. Иртнĕ çулсенче пĕве йĕри-тавра браконьерсен сĕреке-тетĕлĕсем эрешмен картисем пек хупарласа илнĕччĕ, çыран хĕррисенче хăмла çипписем, юрăхсăра тухнă 80-90 метрлă сĕрекесем йăваланса выртатчĕç. Халĕ вара пĕве сăн-пичĕ палăрмаллах лайăх енне улшăнчĕ. Пулла вăлтапа çеç тытаççĕ, канма килекенсем те хăйсен хыççăн юлнă çỹп-çапсене пухса хăвараççĕ. Анатолий Васильевич пĕве çинчен сăмахланă май: "Эпĕ пĕвене арендăна илсе тупăш илме ĕмĕтленместĕп. Манăн пĕртен-пĕр тĕллев _ хамăр таврари çут çанталăк тасалăхне упраса хăварасси. Пирĕн ачасем те, мăнуксем те çак илемлĕхпе киленме пултарччăр", _ тет. Мĕн тери ырă шухăш çакă. Паянхи куншăн кăна мар, пуласлăхшăн тăрăшакан çын уйрăмах хатарлă. Ку шута Кỹлпуç пĕвин "ашшĕ" Н.Осипов та, вăрман пуçаруçи Г.Солин та, çут çанталăк хитрелĕхĕшĕн вăй хуракан Кỹлпуçпе Хăвăлçырман пархатарлă çыннисем те кĕреççĕ. Шыв вăл _ пурнăç. Çак аксиомăна пурте лайăх пĕлетпĕр. Шыв тасалăхĕшĕн кĕрешесси вара пурин тивĕçĕ пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика