09:38 08 сентября 2017 г.
Финанс сферин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - Финансист кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Халӑх ыйтăвĕсене кирлĕ шайра тивĕçтересси бюджет укçи-тенкипе тĕрĕс тата вырăнлă усă курнинчен килет. Районти финанс тытăмĕнче хăйсен ĕçне парăннă, тарăн пĕлÿллĕ специалистсем тăрăшаççĕ.
Отраслĕн мĕнпур ĕçченне хăйсен тивĕçĕсене лайăх шайра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн, финанс мелĕсене йĕркелесе пырассинче пуçаруллӑ пулнӑшăн тав сăмахĕ калатпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурнăçра ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр. Палӑртса хунă тĕллевĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Яльчикский район Чувашской Республики