15:43 31 августа 2017 г.
Ветеринари службин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Ветеринари агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать.
Ветеринари медицинин ĕçченĕсем кунсерен выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чиртен сыхлаççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцин пахалăхне тĕрĕслесе тăрса çынсен сывлăхне упраççĕ.
Районти ветеринари службинче хăйсен ĕçне парăннă, тарăн пĕлÿллĕ специалистем тăрăшаççĕ. Малашне те сире ветеринарипе санитари мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра тытса пыма ăнăçу сунатпăр.
Уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çутă малашлăх сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Яльчикский район Чувашской Республики