17:14 11 августа 2017 г.
Редакцин мĕнпур ĕçченĕсене, ялти корреспондентсене!
Сире район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр.
Эсир, чăннипех те, чаплă професси çыннисем, çивĕч ыйтусене яланах туйса-курса тăратăр. Çирĕп тĕллевлĕхпе хастарлăх, пысăк шайри ăсталăхпа тарăн ăс - сирĕн паха енсем. Хăвăрăн пултарулăхăра тата тăрăшулăхăра пула малашлăха курма пултаратăр, пурне те кăсăклантаракан темăсене тĕплĕн çутататăр, кăткăс ыйтусен тупсăмĕсене уçса пама пĕлетĕр.
Сире хăвăрăн ĕçĕре чунтан парăннăшăн, нумай-нумай çынна савăнăç кÿме пĕлнĕшĕн тав тăватпăр. Пултарулăх ĕçĕнче пĕр вĕçĕмсĕр çĕннине шырама, кăсăклă, халăх кăмăлне каймалла хаçат калăплама хастарлăхăр иксĕлми пултăр. Ăнăçу, ырлăх-сывлăх, пархатарлă кун-çул сире пурне те!
И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»