13:16 07 июля 2017 г.
Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Раççей почтин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!
Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕнче виçĕ пине яхăн ĕçчен вăй хурать. Сирĕн тăрăшулăхăра пула почта уйрăмĕсен тытăмĕ йĕркеллĕ аталанать, пулăшу ĕçĕсен тĕсĕсем йышлăланаççĕ, хальхи вăхăтри технологисем ĕçе кĕреççĕ.
Кăçал черете тытса пыма пулăшакан тытăма ĕçе кĕртессипе çыхăннă проект пурнăçланать, оборудование тата программа тивĕçтерĕвне çĕнетмелли анлă ĕç вĕçленет. Логистикăпа технологи процессĕсене лайăхлатни почтăпа яракан япаласен ỹссе пыракан калăпăшне туллин пурнăçлама тата кỹрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатма май параççĕ.
Чăваш Енре Раççей почти хаçат-журнал салатакан тĕп тытăм шутланать. Хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăрас енĕпе республика Раççейре 7-мĕш вырăн йышăнать.
Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕшĕн чунтан тав тăватăп.
Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене чун-чĕререн çирĕп сывлăх тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»