14:11 07 июля 2017 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çемье, юрату тата шанчăклăх пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатаççĕ, вĕсем çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри нимрен хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев шутланаççĕ. "Çемье - тăнăçлăх вучахĕ", - тесе палăртать халăх ăсĕ.
Республикăра пурăнакансем çемье йăлисене хисеплеççĕ тата вĕсене ăруран-ăрăва куçарса пыраççĕ.
2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Эпир çемье членĕсенчен кашнийĕ хăйĕн пĕтĕм вăй-халне тата чун тараватлăхне шеллемесĕр тăрăшса, пĕрне-пĕри ăнланса тата тăтăшах пулăшса пырса кăна çирĕп çемье çавăрма пулнине пурне те аса илтерес тетпĕр.
Çак уяв кунĕнче мăшăрсене çемье йăлисене çирĕп тытса пынăшăн тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн чунтан тав тăватăп.
Пурне те ырлăх, çирĕп сывлăх тата килĕрте ытлăх-çитлĕх сунатăп! Кашни çемьере яланах савăнăç, ача кули, юрату, пĕр-пĕрне сума суни тата килĕшỹлĕх хуçаланччăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ
Уважаемые соотечественники!
От всего сердца поздравляю вас с Днём семьи, любви и верности!
Семья, любовь и верность наполняют нашу жизнь смыслом, являются основой человеческого счастья, главной ценностью и опорой в жизни. «Ҫемье – тӑнӑҫлӑх вучахӗ» — гласит народная мудрость.
Жители республики чтут семейные традиции и передают их из поколения в поколение.
2017 год в Чувашии объявлен Годом Матери и Отца. Мы хотим напомнить всем, что крепкая семья создаётся только благодаря полной самоотдаче и душевной щедрости каждого из её членов, постоянной заботе и вниманию друг к другу.
В этот праздничный день выражаю искреннюю благодарность супружеским парам за верность семейным традициям, достойное воспитание детей.
Желаю всем благополучия, крепкого здоровья и достатка в доме! Пусть в каждой семье всегда царят радость, детский смех, любовь, взаимоуважение и взаимопонимание!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики