14:08 07 июля 2017 г.
Районти çемьесене!
Сире пурсăра та Петрпа Феврония çветтуйсене аса илсе паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çемье - пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ - юратупа шанчăклăхра. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çирĕп çемьере ĕç те ăнса пырать, вĕсем мал ĕмĕтлĕ, теветкеллĕ, çапла майпа хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантараççĕ.
Сирĕн килĕрте яланах тараватлăхпа юрату, тăнăçлăхпа çураçулăх хуçаланччăр, ача-пăчан хаваслă кулли янăраса тăтăр. Сире тата çывăх çыннăрсене ырлăхпа ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр.
Район пуçлăхĕ И.ВАСИЛЬЕВА
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»