Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăвашсем пĕрле пуçтарăнсан

17:16 24 июня 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен акатуйĕ республикăра кăçал пиллĕкмĕш хут иртет. Унта хăнасем 55 регионтан, 11 ют çĕршывран килнĕ.

Уява пухăннисене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, ЧР министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ыттисем саламларĕç.

Республикăри район-хулари юрă-ташă ăстисем йышлă пуçтарăннă. Елчĕксем те республикăри чăваш халăхĕн тĕп уявĕнчен пăрăнман. Иван Шурбин ертсе пыракан ветерансен "Туслăх" хорĕ хăйĕн савăк юрри-ташшипе Акатуя пуçтарăннă пĕтĕм халăха тыткăнларĕ.

 

Хаклав

Иван ШУРБИН, ветерансен "Туслăх" хор ертỹçи:

- Уяв питĕ кăмăллă иртет. Пурте савăнăçлă, кăмăллă. Акатуй пĕтĕм халăха пĕрлештерет, туслăха çирĕплетет. Çакă вара чи кирли.

Николай КИРИЛЛОВ, "Шанăç" халăх фольклор ушкăнĕн членĕ:

- Эпир юлашки çулсенче виçĕ çул республика Акатуйне хутшăнатпăр. Кунта ытти тăрăхран килнĕ чăвашсене курсан чун çĕкленет.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика